Владивосток
Wikipediaри материал
Владивосток | |
Хула гербě![]() |
|
Патшалăх: | Раççей |
---|---|
Регион: | Тинĕс Енĕ |
Никěсленě: | 1860 |
Хула, çултан: | 1880 |
Халăх йышě, пин çын: | 586,8 (2005) |
Хула лаптăкě: | км2 |
Геогр. широти: | 43°7′ ç. ш. |
Геогр. долготи: | 131°54′ х. т. д. |
Владивосток, — Лăпкă тинĕс хĕрринче вырнаçнă Раççей хули. Кунта Тинĕс Енчи администрациĕ вырнаçнă. Хула ертӳçи — Николаев Владимир Викторович.
Тупмалли |
[тӳрлет] Истори
Китай çăлкуçĕсем палартнă тăрах ку вырăнта ĕлĕк-авалах çынсем йышлăн пурăннă. Кăна археологсем шыраса тупнă япаласем те палăртаççĕ.
Пётр Великий заливĕ çинчен Европăра 1852 çултанпа çеç пĕлме пуçланă.
1859 çулта Муравьёв-Амурский Николай Николаевич Пётр Великий заливне карап çинче пăхнă çаврăннă вăхăтра Ылтăн Рог бухтăна асăрханă. Вал палăртнă тăрах кунта хӳтĕленме питĕ лайăх пулнă. Бухта Константинопольти Ылтăн Рог бухти евĕрлĕ курăннипе вăл ăна та Ытлăн Рог ята парас тенĕ. Малтан ку бухтăн китайла тата акăлчанла ячĕсем пулнă.
Николай Муравьёв-Амурский бухтăра хӳтлĕх никĕслеме хушнă, ятне Владивосток панă. Ячĕ вырăс «владеть» тата «восток» сăмахĕсене пĕрлештерсе пулнă.
1860 çулхи çĕртме уйăхĕн 20 (çĕнĕ стиль тăрăх — утă уйăхĕн 2) Алексей Карлович Шефнер ертсе пыракан «Маньчжур» транспортчĕ бухтăра çар постне йĕркеленĕ.
1862 çулта çар постĕнчен порт туса хунă.
1863 çулта Владивостокра пĕрремĕш ача çуралнă. 1880 çулта хула шайне кĕртнĕ.
1883 çулхи пуш уйăхĕн 16 Александр III патша хулан пĕрремĕш гербне алă пусса çирĕплетнĕ.
[тӳрлет] Паллă çыннисем
- Юл Бриннер, американ актёрĕ.
[тӳрлет] Тăванла хуласем
- Сан Диего (Калифорни, АПШ);
- Такома (Вашингтон, АПШ);
- Ниигата (Япони);
- Акита (Япони);
- Хакодате (Япони);
- Пусан (Корея Республики);
- Далянь (Китай).
[тӳрлет] Ссылкăсем