Наклонени
Wikipediaри материал
Наклонени, — глагол кăтартакан ĕç чăнлăхпа çыхăннине пĕлтерекен грамматика категорийĕ. Наклонени форми глагол тĕпĕ çумне ятарлă аффикс хушăннипе пулать.
Тупмалли |
[тӳрлет] Чăваш чĕлхинче
Чăваш чĕлхинче тăватă наклонени: кăтарту, хушу, ĕмĕт тата килĕшӳ.
[тӳрлет] Кăтарту наклонениĕ
Кăтарту наклонени форми ĕç каличчен пулса иртнине, халь пулса пынине тата каланă хыççăн пулассине пĕлтерет (Эпĕ кĕнеке вуларăм. Ача çыру çырать. Ыран эпир кинона кайапăр). Çавăнпа кăтарту наклонениĕн виçĕ вăхăт — иртнĕ, хальхи тата пулас вăхăт — форминче пулать.
Кăтарту наклоненийĕн ятарлă морфологи палли (аффиксĕ) çук, унăн пĕлтерĕшне вăхăт тата сăпат аффиксĕсем кăтартаççĕ: вула-т-ăп, вĕрен-ет-ĕп, çыр-т-ăм, кай-ăп, итл-ĕп-ĕр.
[тӳрлет] Хушу наклоненийĕ
Хушу наклоненийĕн форми ĕçе тума хушнине пĕлтерет (Эсĕ шутла. Эпĕ ĕçлем. Вăл çыртăр). Ку наклонени пулăвĕ кашни сăпатра хăйне евĕрлĕ: эпĕ пĕл-е-м, эсĕ пĕл, вăл пĕл-тĕр; эпир пĕл-е-р, эсир пĕл-ĕр, вĕсем пĕл-ччĕр. Хирĕçлев пĕлтерĕшĕ каллех хăйне евĕрлĕ: эпĕ пĕлем мар, эсĕ ан пĕл, вăл ан пĕлтĕр; эпир пĕлер мар, эсир ан пĕлĕр, вĕсем ан пĕлччĕр.
Хушу наклоненийĕн 2 сăпат форми чăваш глаголĕн тĕпĕ шутланать (кай, пĕл, вула, итлĕ). Сăпат формисен хушу пĕлтерĕшĕ пурин те пĕрешкел мар: 2 сăпат форми ĕçе тума хушнине тулли, вăйлă палăртать пулсан, ыттисен пĕлтерĕшĕнче хушу сĕмĕ вăйсăртарах.
[тӳрлет] Ĕмĕт наклонениĕ
Ĕмĕт наклонени ĕçе тума ĕмĕтленнине пĕлтерет. Вăл глагол тĕпĕ çумне -ăтт (-ĕтт), -ĕчч аффикс хушăннипе пулать (кай-ăтт-ăм, кай-ăтт-ăн, кай-ĕчч-ĕ; кай-ăтт-ăм-ăр, кай-ăтт-ăр, кай-ĕчч-ĕ-ç). Хирĕçлев аспекчĕн форми глагол тĕпĕпе наклонени аффиксĕ хушшине -м аффикс кĕрсе ларнипе пулать (кай-м-ăтт-ăм, кай-м-ăтт-ăн, кай-м-ĕчч-ĕ).
[тӳрлет] Килĕшӳ наклонениĕ
Килĕшӳ наклонени калаканни пĕр-пĕр ĕçпе килĕшнине, уншăн ĕç результачĕ кирек мĕнле пулсан та пурпĕреххине пĕлтерет. Наклонени пĕлтерĕшне тăвакан аффиксĕ -ин тата -ăсă (-ĕсĕ): эпĕ кай-ăп-ин, эсĕ кай-ăсă-н, вăл кай-ин; эпир кай-ăп-ăр-ин, эсир кай-ăсă-р, вĕсем кай-ĕ-ç-ин. Çак наклоненин хирĕçлев аспекчĕ -м аффикс хушăннипе пулать: эпĕ кай-м-ăп-ин, эсĕ кай-м-ăсă-н, вăл кай-м-ин.
Ку наклоненин пĕрремĕшпе иккĕмĕш сăпат формисемпе кулленхи калаçура сайра усă кураççĕ.
[тӳрлет] Вырăс чĕлхинче
Вырăс чĕлхинче виçĕ наклонени: Кăтарту, Ĕмĕт тата Хушу.
[тӳрлет] Литература
- Егоров В.Г. Глагол // Материалы по грамматике современного чувашского языка Ч, 1957;
- Павлов И.П. Хальхи чăваш литература чĕлхи. Морфологи. Ш., 1965;
- Сергеев Л.П., Котлеев В.П. Чăваш чĕлхи. Ш., 1988.