Глагол
Wikipediaри материал
Глагол, — япала ĕçне-хĕлне пĕлтерекен пуплев пайĕ. 1920-1930 çулсенче шкулти вĕренӳ кĕнекисенче ĕçхĕл терминпа усă курнă, кайран вара вырăс чĕлхинче усă куракан термина илнĕ. Глагол кăтартакан ĕç наклонени, вăхăт, сăпат тата хисеп категорийĕсен формисенче палăрать.
Тупмалли |
[тӳрлет] Наклонени
Наклонени форми кăтартакан ĕç чăн пулнипе пулманнине, калаканĕ ĕç çине мĕнле пăхнине (сăмахран, ĕçе тума хушнине е ĕмĕтленнине, ĕçĕн результачĕпе интересленни-интересленменнине) пĕлтерет. Глаголăн 4 наклоненире пулать:
- кăтарту (вулатăп, вуларăм, вулаттйм, вуласаттăм, вулăп)
- хушу (вулам, вула, вулатăр)
- ĕмĕт (вулăттăм, вулăттăн, вулĕччĕ)
- килĕшӳ (вулăпин, вулăсăн, вулин).
[тӳрлет] Вăхăт
Вăхăт категорийĕн формисем ĕç каличчен малтан пулса иртнине (вуларăм, вуларăн, вуларĕ), халĕ пулса пынине (вулатăп, вулатăн, вулать) тата каланă хыççăн пулмаллине (вулăп, вулăн, вулĕ) пĕлтереççĕ. Кашни вăхăт формин ятарлă аффикссем пур.
[тӳрлет] Сăпат
Сăпат категорийĕ ĕçе кам тунине (калаканни, каланине итлекенни е пачах урăххи) пĕлтерет, çавăнпа виçĕ сăпат форми пулать: 1-мĕш сăпат — эпĕ вулатăп, 2-мĕш сăпат — эсĕ вулатăн, 3-мĕш сăпат — вăл вулать.
[тӳрлет] Хисеп
Хисеп категорийĕн формисем ĕçе пĕччен е темиçен тунине пĕлтереççĕ: эпĕ вулатăп — эпир вулатпăр, эсĕ вĕрентĕн — эсир вĕрентĕр, вăл ĕçлĕ— вĕсем ĕçлĕç.
[тӳрлет] Сăпатлă тата сăпатсăр формăсем
Глагол системинче сăпатлă тата сăпатсăр формăсем пур. Сăпатлă формăсем шутне наклонени, вăхăт, сăпат тата хисеп формисем кĕреççĕ, вĕсем предложенире сказуемăй пулаççĕ.
Сăпатсăр формăсем виççĕ: инфинитив (вулама, вуламашкăн), причасти (вуланă, вулас, вулакан, вуламалла, вулан, вуланçи, вулин, вули-вулами) тата деепричасти (вуласа, вуласассăн, вуласан, вула, вуличчен, вуламассерен, вуланăçем, вулуçăн).
Сăпатсăр формăсем предложенире тĕрлĕ член пулма пултараççĕ.
[тӳрлет] Аспектсем
Глагол ĕç пулнипе пулманнине, ĕçе тума пултарнипе пултарайманнине кăтартма пултарать, вĕсене ятарлă формăсем пĕлтереççĕ. Унашкал формăсене глаголăн аспекчĕсем теççĕ. Пурĕ тăватă аспект:
- çирĕплетӳ (вулатăп, вуларăм),
- хирĕçлев (вуламастăп, вуламарăм),
- пултараслăх (вулаятăп, вулайрăм),
- пултарайманлăх (вулаймастйп, вулаймарăм).
[тӳрлет] Аффикссем
Залог категорийĕ чăваш чĕлхинче аталанайман. Мĕнпур глаголăн тĕпĕ çумне -т (-ар, -ер), -тар (-тер) аффикс çеç хушăнма пултарать. Унашкал , аффикслă формăсем ĕçе тума хистернине пĕлтереççĕ, çавăнпа вĕсене хистев залогĕ шутне кĕртме пулать.
Глагол тĕпĕ çумне -кала (-келе) аффикс хушăнма пултарать (вулакала, ĕçлекеле, вылякапа, чупкала), унашкал форма ĕçе темиçе хут тунине пĕлтерет. Çавăнпа та ку аффикслă формăна темиçе хут форми теççĕ.
Иккĕмĕшле глаголсем морфологи мелĕпе пулаççĕ. Глагол тăвакан тухăçлă аффикссем: -ла (-ле), -лан (-лен), -лаш (-леш), -лат (-лет), -тат (-тет). Вĕсем япала ячĕ, паллă ячĕ, евăрлев сăмахĕ çумне хушăнса тĕрлĕ пĕлтерĕшлĕ глагол тăваççĕ: ташла, кĕрле, çиллен, апатлан, туслаш, майлаш, тĕреклет, нăйлат, йăлтăртат, чĕвĕлтет.
Чăваш чĕлхинче -ăн (-ĕн), -ăл (-ĕл) аффикссем иккĕмĕшле глаголсем тăваççĕ, вĕсем ытларах глагол тĕпĕ кăтартакан ĕç субъект çине куçнине пĕлтереççĕ: çап — çапăн, тап — тапăн, сут — сутăн, çĕт — çĕтĕл, тăс— тăсăл.
Чĕлхери -ăç (-ĕç), -ăш (-ĕш) аффикслă глаголсем те — иккĕмĕшле глаголсем, вĕсем хире-хирĕç тунă ĕçе палăртаççĕ (пуплеш, виртлеш, калаç, ятлаç, çапăç, тытăç). Асăннă аффикссемлĕ глаголсем чăваш чĕлхинче нумаях мар.
[тӳрлет] Литература
- Егоров В.Г. Глагол // Материалы по грамматике современного чувашского языка. Ч., 1957;
- Андреев И.А. Причастие в чувашском языке. Ч., 1961;
- Павлов И.П. Хальхи чăваш литература чĕлхи. Морфологи. Ш., 1965;
- Сергеев Л.П., Котлеев В.И. Чăваш чĕлхи. Ш., 1988.
Пуплев пайĕсем |
Япала ячĕ | Паллă ячĕ | Хисеп ячĕ | Местоимени | Глагол | Наречи | Евĕрлев сăмахĕ | Хыçсăмах | Союз | Татăк | Междомети |