Фонологи
Wikipediaри материал
Фонологи (грек. phone «сасă» тата logos «сăмах, вĕрентӳ») — чĕлхе ăслăлăхĕн сасăсен функцине тĕпчесе вĕренекен пайĕ. Фонологи, фонетикăпа танлаштарсан, чĕлхе ăслăлăхĕн çӳллĕрех шайĕнче тăрать. Чĕлхе ăслăлăхĕнче фонетика термин анлă пĕлтерĕшлĕ фонетикăна та пĕлтерет, çав пĕрлĕхлĕ ăслăлăхăн пайĕсем фонетикăпа фонологи пулаççĕ.
Фонологи ăнлавĕсенчен чи палли «фонема» шутланать. Фонологире сасă терминпа та усă кураççĕ, мĕншĕн тесен сасăпа фонема пĕр-пĕринсĕр пулма пултараймаççĕ. Сасă вăл — фонемăн пуплеври представителĕ, ăна фонетика тĕпчет. Фонема — чĕлхен абстрактлă единици, вăл ăс-тăнра упранакан чĕлхе хатĕрĕ, ăна фонологи тĕпчет.
Пирĕн çĕршыври чĕлхе ăслăлăхĕнче икĕ фонологи шкулĕ тĕп вырăн йышăнать: пĕри Мускав фонологи шкулĕ, тепри — Ленинград фонологи шкулĕ.
[тӳрлет] Тĕпчевçĕсем
- Н. С. Трубецкой
- Р. О. Якобсон
- Л. В. Щерба