Чăваш Енĕн Патăрьел районĕ
Wikipediaри материал
Патăръел районě, — Чăваш Енĕн кăнтăр-хĕвелтухăç енче вырнаçнă. 1927 çулхи авăнăн 5 туса хунă. Пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 944 км2 танлашать. Район администрациĕ Шупашкартан 138 çӳхрăмра ларакан Патăръел салинче вырнаçнă.
Тупмалли |
[тӳрлет] Çутçанталăк
Патăрьел районĕн вырăнĕсем сăртлă тӳремлĕхсенчен тăрать.
Чĕрчунсенчен кунта туркас, сăвăр, çĕр мулкачи, мулкач, тилĕ, кашкăр тупăнать. Çавăн пекех вăрмансенче пакша, çӳлевĕç, хăнтăр, пурăш, сăсар тата ытти тĕрлĕ чĕрчунсем пур.
Вăрмансенче çак тĕрлĕ йывăçсем ӳсеççĕ: хурăнсемпе, ăвăссемпе, чăрăшсемпе тата çăкасемпе хутăш хырлăхсем; юманлăхсем; юмансемпе вĕренесемпе хутăх çăкалăхсем, хурăнсемпе хутăш ăвăçлĕхсем. Чи пахалăххисем — хырлăхсем.
Чи пысăк юханшыв — Пăла. Ыттисем питĕ пĕчĕккĕ.
[тӳрлет] Халăх йышĕ
1999 çул пуçламăшĕнче ку районта 40,3 пин çын пурăннă, вĕсенчен 6,6 пин çын Патăрьелте пурăннă. Районта халăх питĕ йышлă пурăнать. Пер тăваткал çухрăм çине 47 çын килет. Ытларахăшĕ(75%) — чăвашсем. Çавăн пекех тутарсем йышлă (22%), вырăссем, мордвасем, украинецсем пурăнаççĕ.
Районта пĕтемпе 57 ял. Вĕсенче вăтамран 800 çын пурăнать.
[тӳрлет] Паллă çыннисем
- Адрианов Константин Константинович, — пĕрремĕш чăваш тухтăрĕсен пĕри.
- Айхи Геннадий Николаевич, — чăваш сăвăçи, куçаруçă.
- Алёшев Николай Анатольевич, — спортсмен.
- Антонов Иван Захарович, — çыравçă.
- Бахмисов Алексей Иванович, — график.
- Бикчурин Рассых Фахрутдинович, — спортсмен.
- Васильев Алексей Григорьевич, — театр актёрĕ.
- Глинкин Борис Николаевич, — спортсмен.
- Григорьева Александра Тимофеевна, — спортсмен.
- Давыдов-Анатри Василий Иванович, — кĕвĕ сăвăçи, прозаик, публицист.
- Игнатьев Василий Герасимович, — прозаик, куçаруçă.
- Ильин Иван Николаевич, — сăвăçă, прозаик, публицист.
- Исаев Юрий Николаевич, — чăваш чĕлхин тĕпчевçи.
- Кокель Алексей Афанасьевич, — живописец, график.
- Кушманов Николай Константинович, — сăвăçă.
- Лисина Ева Николаевна, — прозаик, куçаруçă.
- Матросов Иван Моисеевич, — журналист.
- Митта Василий Егорович, — сăвăçă, куçаруçă.
- Митта Пётр Егорович, — прозаик.
- Пазухин Пётр Васильевич, — кĕвĕ фольклорисчĕ.
- Петров Анатолий Алексеевич, — кĕвĕçĕ.
- Сакмаров Владимир Аркадьевич, — туба çинче вылякан.
- Салмин Антон Кириллович, — этнолог.
- Сарпи Раиса Васильевна, — сăвăçă.
- Сачкова Людмила Николаевна, - çыравçă.
- Силэм Юлия Александровна, — çыравçă.
- Талвир Алексей, — çыравçă.
- Тарасов Арсений Алексеевич, — сăвăçă, драматург.
- Юхма Михаил Николаевич, — сăвăçă, драматург.
[тӳрлет] Çавăн пекех пăхăр
- Патăръел районĕн гимнĕ
- Паянхи сас (хаçат)
- Авангард (хаçат)