Виçпӳрт Шăмăршă
Википедири материал
Виçпӳрт Шăмăршă, — Чăваш Енĕн Шăмăршă районĕнчи ял. Ялта Илпек Микулай ячĕллĕ литература музейĕ вырнаçнă.
[тӳрлет] Истори
1920 çулхи утă уйăхĕн 29-ччен ял Пăва уесне, каярах Çӳрпӳ уесне кĕнĕ. 1920 çулхи юпа уйăхĕн 5 хыççăн Çĕрпӳ уесĕн Йĕпреç районнĕ, 1921 çулхи çĕртме уйăхĕн 22 хыççăн Патăръел уесне кĕртнĕ. Ку пĕтĕм тапхăрта ял Шăмăршă вулăсĕнче шутланнă.
1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 хыççăн Шăмăршă районне, 1962 çулхи раштав уйăхěн 20 хыççăн Патăръел районне кĕнĕ. 1965 çулхи пуш уйăхěн 14 хыççăн хальхи вăхăтченех Шăмăршă районне кĕрет.
[тӳрлет] Паллă çыннисем
- Бараев Владимир Васильевич, сăвăç.
- Илпек Микулай, çыравçă, тăлмач.
- Павлов Николай Степанович, литературовед.
- Падияров Пётр Александрович, чăваш сăвăçи.