Павлов Николай Степанович
Википедири материал
Павлов Николай Степанович, — литературовед. 1905 çулхи раштавăн 16-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Шăмăршă районĕнчи Виçпӳрт Шăмăршă ялĕнче çуралнă. 1971 çулта Шупашкарта çĕре кĕнĕ. Филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ.
«Халăх çутĕçĕн отличникĕ» палла тивĕçнĕ.
[тӳрлет] Кун-çулĕ
Сĕнтервăрринчи вăрман техникумĕнче, Хусан педагогика институтĕнче вĕреннĕ. Вăтам шкулсенче ачасене вĕрентнĕ. 1942 çулта Чăваш педагогика институтĕнче вырăс литературине вĕрентме пуçланă.
[тӳрлет] Ĕçĕсем
1956 çулта «Очерк истории чувашского литературоведения» кĕнеки тухнă.