Золотовсем
Википедири материал
Золотовсем — Чăваш Енĕн Элĕк районĕнчи Синер ялĕнчи паллă ăру çыннисем.
Тупмалли |
[тӳрлет] Хушамачĕ пуçланса кайни
Çак хушаматпа хăйсене палăртассиччен Синер ялĕнчи чаплă ăрăвĕн темиçе хушаматлă çемьесем пулнă: Гордеевсем, Васильевсем, Николаевсем... Чĕмпĕрти чăваш вĕрентӳçĕсен шкулĕнче пĕлӳ илнĕ Василий Гордеевич Гордеев хăйсен тăванĕсем умĕнче çапла сăмах тытнă:
" ... Пирĕн пысăк ăру ӳссе-саралса пырать. Хĕрарăм йĕррипе те, арçын йĕррипе те çĕнĕрен те çĕнĕ турачĕсем çитĕнеççĕ. Хамăрăн тăван çыхăнăвĕсене палăртма, тăванлăхри хутшăнусене çирĕплетме пĕрлĕхлĕ хушамат кирлех. Çак хушамат Золотов пултăр..."
Мĕншĕн вăл çапла хушамата суйласа илнĕ?
Василий Гордеевич Гордеев XX ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче Хумпуç-Патăрьел шкулĕнче ĕçленĕ чух шкула тĕрĕслеме И. Я. Яковлев пынă. Иван Яковлевич шкулти ĕçсемпе паллашнă, ăна кунта пур енчен те килĕшнĕ, уйрăмах ăна В. Г. Гордеев çамрăк вĕрентӳçĕн пултаруллă ĕçĕ илĕртнĕ.
"Ылтăн çын эсир, Василий Гордеевич! Сирĕн ĕçсемпе паллашсан чун савăнать",
— тенĕ вара хальхи чăваш çыруллăхĕн патриархĕ. Çак мухтава асăнса-хисеплесе ĕнтĕ Золотов хушамат çуралать.
[тӳрлет] Истори
Йăх йĕркине тĕпчес ĕçе Николай Яковлевич Золотов пуçарса янă. 1964 çулта вăл йăх-тĕпĕн схемине туса хатĕрленĕ. Ку таранччен 900 çынна тупса палартнă. Çак хисепĕн шутне 1779 çулта çуралнă хысна тытăмлăхĕнчи (ведомствинчи) Иван Федоров ясак çĕр ĕçлекенĕ пуçлать (Ревизские сказки Аликовской волости Ядринского уезда от 18 марта 1834 года). Граждан вăрçине Золотовсен йăхĕнчен улттăн хутшăннă, виççĕшĕ киле таврăнайман, Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине кайнă вунтăватă çынран улттăшĕ çапăçу хирĕсенче пуçĕсене хунă.
Элĕкри литературăпа тăван ен тĕпчев музейĕнче Золотовсем çинчен уйрăм кĕтес çинче кăтартса панă.
[тӳрлет] Чапа тухнисем
- Арис Аркадий Иванович, — чăваш çыравçи, прозаик, критик, тăлмач.
- Золотов Арсений Иванович, - Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ вĕрентӳçи.
- Золотов Виталий Арсентьевич, — чăваш çыравçи, прозаик, пĕрремĕш рангри капитан.
- Ют Николай Яковлевич, — критик, халăх пултарулăхне пухакан, публицист, тăлмач, журнал ĕçченĕ.
- Золотова Руфа Герасимовна — вĕрентӳçĕ, Чĕмпĕрти вĕрентӳçĕсен шкулĕнче вĕреннĕ.
- Золотов Рудольф Николаевич — доцент, ял хуçалăх ăслăлăхĕсен кандидачĕ.
- Золотов Вениамин Тимофеевич — Раççейри журналист пĕрлешĕвĕн членĕ.
- Попова (Золотова) Маргарита Аркадьевна — вĕрентӳçĕ. Вильнюсра пурăнать.
- Золотов Пётр Терентьевич — Чăваш кĕнеке издательствин директор вырăнĕнче ĕçленĕ, Чăваш Ен историне пухаканĕ.
- Муракаева (Золотова) Светлана Арсентьевна — географи ăслăлăхĕсен кандидачĕ.
- Золотов Виталий Арсентьевич — тинĕс çар ăслăлăхĕсен кандидачĕ,
[тӳрлет] Вуламалли
- Л. И. Ефимов, "Элĕк Енĕ", Элĕк, 1994.
- А. А. Золотов, Муракаева (Золотова) Светлана Арсентьевна, "Принципам не изменили", Элĕк - Шупашкар, 1998.