Элĕк
Википедири материал
Элěк, — Чăваш Енěн Элěк районěн администраци вырнаçнă ял. Çавăн пекех Элĕк ял тăрăхĕн тĕпĕ шутланать.
Тупмалли |
[тӳрлет] Ял тытăмĕ, халăх йышĕ
Элĕкре пĕтĕмпе 10 урам: 60 çул Октябрь, Парк, Прохор Иванов, Коммунал, Тухăç, Çурçĕр, Колхоз, Совет, Сад, Хыр урамĕсем. Салара ытларах пайěпе пěр хутлă çуртсем лараççě. Çавăн пекех икě-виçě хутлисем те пур.
Элĕкре 2500 яхăн (2002) çын пурăнать
[тӳрлет] Çул-йĕр
Шупашкартан 67 çухрăмра ларать. Элĕке республика шучĕллĕ Шупашкар — Элĕк — Етĕрне тата Шупашкар — Нурăс — Элĕк автомобиль çулĕсем иртеççĕ.
[тӳрлет] Истори
Элĕке пĕрремĕш хут 1486 çулта асăннă. Ĕлĕк-авал ку вырăнта юман вăрманĕ мăнаçланса ларнă. Юнашар вырнаçнă Юманлăх ял ячĕ çакна аса илтерет.
«Элĕк» ойконим çын ятĕнчен пулса кайнă. Ял Шапа Ушкăн Варĕ текен вырăнтан йĕркеленсе кайнă. Хăй вăхăтĕнче В. К. Магницкий пухса хатĕрленĕ авалхи тĕне кĕмен чăваш арçын ячĕсен шутĕнче Элĕк, Элекки, Элекке, Элеккей ятсем пур. Архив хучĕсенче Элĕк ялĕ Аликасы, Аликово, Успенское ятсемпе çыхăннă. Вырăсла çырнă хутсенче тиексем чăваш ячĕсене калаçура илтĕннĕ пек çырайман, чылайăшне вырăсла май улăштарнă. Çавăнпа та Элĕк сăмахран Алик, Аликово пулса кайнă.
«Под названием деревня Аликасы Курмышского уезда, с. Аликово упоминается во владенной записи, данной в 1694 году Чебоксарскому Успенскому монастырю»,
тесе çырнă ĕлĕкхи вăхăтра. Элĕк çумне «Успенское» сăмах вара ялта 1744 çулта чиркӳ туса лартсан хушăннă. Элĕк чиркĕвне парнеленĕ, Елисаветă Петровнă патшара ларнă вăхăтра кăларнă пĕр турă кĕнекинче çапла çырса хунă:
«Сия книга изготовлена типографией, а по приказу преосвященного Димитрия, Епископа Нижегородского Палатою отдана безденежно декабря 3 дня 1747 г. В Курмышском уезде новокрещенного села Успенское, Аликово тож, новостроенно у новокрещенных церкви».
1907 çулта 230 çын, 1926 çулта 68 килте 271 çын пурăннă. 1854 çулта Элĕкре шкул уçăлнă. Çак çултан пуçласа вара Элĕк сала (чиркӳллĕ ял) пулса тăнă. 1782 çулта Элĕкре йывăçран çĕнĕ чиркӳ туса лартнă, вăл икĕ астуллă пулнă. Салари виççĕмĕш чиркĕве вара 1901 çулта туса лартнă. Элĕк сали XVIII ĕмĕр вĕçнелле Шăмат вулăсне кĕнĕ, каярахпа хăй те вулас тĕпĕ пулса 67 яла тытăма кĕртет. 1918 çулта вулĕçтăвком, ял Канашĕ туса хунă. 1859 çулта Элĕкре 48 кил шутланнă, 207 çын пурăннă.
[тӳрлет] Çутĕç тата культура
Кунта И. Я. Яковлев ячĕллĕ вăтам шкул, Элĕкри кĕвĕ шкулĕ, ӳнер шкулĕ, Литературăпа тăван ен тĕпчев музейĕ, икĕ вулавăш, культура керменĕ пур. Чăваш чĕлхипе "Пурнăç çулĕпе" хаçат тухса тăрать. Салара Халăх театăрĕ ĕçлет.
[тӳрлет] Паллă çыннисем
- Иванов Геннадий Валентинович — физикăпа математика ăслăлăхĕсен кандидачĕ.
- Иванова Зинаида Валентиновна — ял хуçалăх ăслăлăхĕсен кандидачĕ.
- Ларионов Никита Ларионович — чăваш çыравçи, сăвăçи.
- Лебедева Людмила Ивановна, - Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ.
- Михайлов Кирилл Иванович, - Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ.
- Никандрова Дина Андреевна, - Чăваш Енĕн Тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ.
- Сергеева Мария Сергеевна, - Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ.
- Судакова Роза Егоровна, - Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ.
- Шумилов Валерий Серафимович, - Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ.
[тӳрлет] Çавăн пекех пăхăр
Алтай тăрăхĕнче Элĕк Мăнар пурăну вырăнĕ пур.