Качалав
Википедири материал
Качалав, — Чăваш Енĕн Элĕк районĕнчи ял, Ехремкасси ял тăрăхĕ шутне кĕрет.
Тупмалли |
[тӳрлет] Ял тытăмĕ, халăх йышĕ
Ялĕнче Чапаев тата Чехов урамĕсем пур, 227 çын (2006) пурăнать. 1859 çулта ялта 24 кил, 74 арçынпа 79 хĕрарăм, 1907 — 275 çын, 1927 — 61 киллĕ ялта 306 çын пурăннă.
[тӳрлет] Истори
1927 çулчен Етĕрне уесĕн Ассакасси вулăсĕнче шутланнă. 1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 хыççăн Элĕк районне, 1962 çулхи раштав уйăхĕн 20 хыççăн Вăрнар районне кĕртнĕ. 1965 çулхи пуш уйăхĕн 14 хыççăн хальхи вăхăтчен Элĕк районне кĕрет.
[тӳрлет] Этимологи
Качук, Качей, Кача — авалхи чăвашсен ячĕсем.
[тӳрлет] Паллă çынсем
Шлябина Людмила Михайловна - Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ вĕрентӳçи.
[тӳрлет] Вуламалли
- Л. И. Ефимов, "Элĕк Енĕ", Элĕк, 1994.