Ковалюк Лидия Алексеевна
Википедири материал
Ковалюк Лидия Алексеевна, — сăвăç, прозаик. 1945 çулхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Патăрьел районĕнчи Алманчă ялĕнче çуралнă.
1983 çултанпа Чăваш Ен журналисчĕсен пĕрлешĕвĕн членĕ. 2002 çултанпа РФ ÇП членĕ. 2003 çулта РФ ÇП Хисеп грамотине тивĕçнĕ.
[тӳрлет] Пурнăçĕ
Педагогика пĕлĕвне Çĕпĕрти Тулун хулинчи училищĕре илнĕ.
Чăваш патшалах университетĕн историпе филологи факультетне вĕренсе пĕтернĕ. Алманчă вăтам шкулĕнче ачасене чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ. Кайран Кӳкеçри тата Апашри вăтам шкулсенче ачасене вĕрентнĕ.
Нумайранпа кĕнеке юратанкансен Республикăри общество ĕçне йĕркелесе пырать.
[тӳрлет] Ĕçĕсем
Çырма вăтам шкулта вĕреннĕ чухнех пуçланă.
Пичетленсе тухнă кĕнекисем:
- «Ырă ят» (1985);
- «Тавах, ачам» (1990);
- «Çурхи вăй» (1997);
- «Шурă акăш» (1999);
- «Юрату çалкуçĕ» (2002);
- «Саккăрăн-саккăрла» (2003);
- «Исканий не окончен шаг» (Шырав ĕçĕн утăмĕ петмен-ха, 2004).
Унăн калавĕсем шкул программине кĕнĕ.