Лутра Пакăш
Википедири материал
Лутра Пакăш, — Чăваш Енĕн Элĕк районĕнчи ял.
Тупмалли |
[тӳрлет] Халăх йышĕ, ял тытăмĕ
[1782] çулта ялта пурĕ те 6 кил çеç пулнă. 1859 çулта вара 32 киле çитнĕ, 84арçынпа 76 хĕрарăм пурăннă, 1926 çулта вара ялта пуре 53 кил, 261 çын пурăннă.
[тӳрлет] Истори
1927 çулчен Етĕрне уесĕн Шăмат вулăсне кĕнĕ.
1927 çулхи юпа уйăхěн 1 хыççăн Элĕк районне, 1939 çулхи пуш уйăхĕн 17 хыççăн Советски районне, 1956 çулхи чӳк уйăхĕн 26 хыççăн Элĕк районне, 1962 çулхи раштав уйăхĕн 20 хыççăн Етĕрне районне кĕнĕ. 1965 çулхи пуш уйăхĕн 14 хыççăн хальхи вăхăтчен Элĕк районне кĕрет.
[тӳрлет] Этимологи
Ял пуçласа яраканĕ лутра пулнăран Лутра Пакăш ят панă пулас. Ку ял XVIII ĕмĕрте çеç çуралнă. Пакăш çын ячĕ пулать.
[тӳрлет] Паллă çыннисем
- Лукин Аркадий Васильевич— чăваш сăвăçĕ, тăлмач.
[тӳрлет] Вуламалли
- В. К. Магницкий, "Чувашские языческие имена".
- Л. И. Ефимов, "Элĕк Енĕ", Элĕк, [[1994