Пиçенер
Википедири материал
Пиçенер — Чăваш Енĕн Элĕк районĕн ялĕ. Вăл Юнтапа ял тăрăхĕ шутне кĕрет.
Тупмалли |
[тӳрлет] Халăх йышĕ, ял тытăмĕ
Пиçенерте 134 çын (2006) пурăнать. Урамĕсем: Иванов, Пролетари, Совет, Çырма, Улăх урамĕсем. Халĕ яла газ кĕртнĕ.
1781 çулта ялта 14 кил шутланнă, 1859 çул тĕлне — 35 кил, 118 арçынпа 126 хĕрарăм, 1907 — 351 çын, 1926 ç. 81 килте 376 çын пурăннă.
[тӳрлет] Тавралăхĕ
Ял çумĕпе Сурăм шыв юхать. Пиçенер Элĕкрен тухăç еннелле 12 çухрăмра вырнаçнă.
[тӳрлет] Истори
1917 çултанпа 1927 çулчен Етĕрне уесĕн Асакасси вулăсне кĕнĕ.
1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 Элĕк районне, 1962 çулхи раштав уйăхĕн 20 хыççăн Вăрнар районне кĕнĕ. 1965 çулхи пуш уйăхĕн 14 хыççăн каллех Элĕк районне кĕртнĕ.
[тӳрлет] Этимологи
"Пиçенер" гироним — мари чĕлхинчен кĕнĕ теме пулать. Çавăн ятлă юханшыв та пур район çĕрĕнче. Пиçенер сăмаха чăвашла куçарсан (пиçе — хăвăрт + энгер — шыв) хăвăрт юхакан шыв тенине пĕлтерет.
[тӳрлет] Паллă çыннисем
[тӳрлет] Вуламалли
- Л. И. Ефимов, "Элĕк Енĕ", Элĕк, 1994.