Романов Никита Романович
Википедири материал
Романов Никита Романович, — паллă этнограф, историк. 1905 çулхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче Турай вулăсĕнчи Шарпаш ялĕнче (халĕ Муркаш районĕ) çуралнă. 1960 çулхи пуш уйăхĕн 7-мĕшĕнче çут тĕнчерен уйрăлса кайнă.
[тӳрлет] Кун-çулĕ
Ялти шкултан вĕренсе тухсан Вăрнарти педагогика курсĕнче, кайран Шупашкарти педагогика техникумĕнче вĕреннĕ.
Малалла вĕренес туртăм ăна Мускава илсе çитернĕ: кунта вăл 1925-1929 çулсенче М.В.Ломоносов ячĕллĕ патшалăх университечĕн этнологи факультетĕнче вĕреннĕ, вăл вăхăтри паллă ученăйсен лекцийĕсене итленĕ, семинар занятийĕсене çӳресе ăслăлăх ĕçĕсене туса пыма хăнăхнă. 1925-1929 малтанхи тĕпчев ĕçĕсем 1923 çулта «Канаш» хаçатра пичетленсе тухнă, вĕсенчен пĕри — «Чăваш грамматики çинчен»; 1927-1928 çулсенче «Сунтал» журналта «Хунькассипе хăйматлăх» статйи пичетленнĕ.
Никита Романович — тĕрлĕ енлĕ тĕпчевçĕ: пуринчен ытла ăна чăваш халăхĕн историйĕ кăсăклантарнă, вăл чăваш халăх сăмахлăхĕпе те интересленнĕ, унăн материалĕсене нумай вăхăт хушши (1924-1959) пухса пынă, тишкерсе тĕпченĕ.
Шупашкарти техникумсемпе аслă шкулсенче географи вĕрентнĕ, краеведени музейĕн ăслăлăх сотрудникĕ пулса ĕçленĕ, пĕр тапхăр ăна ертсе пынă. 30 çул ытла, çулсерен тенĕ пек, этнографипе археологи экспедицийĕсемпе командировкисене тухса çӳренĕ, чăваш халăх историйĕпе, йăли-йĕркипе, культурипе çыхăннă материалсем пухнă (халĕ вăл пухнă материал гуманитари институтĕнче упранать), вĕсене йĕркелесе майлаштарнă, тишкернĕ.
Никита Романович Романов халăх сăмахлăхĕпе тĕслĕхĕсене юратса, кăсăкланса пухнине, ăна мерчен вырăнне хурса хакланине унăн «Ваттисен сăмахĕсем» кĕнеки лайăх çирĕплетсе парать, вăл 1960 çулта Шупашкарта кун çути курнă (шел, авторĕ хăй кĕнекине алла тытса пахайман: тĕпчевçĕ 1960 çулхи пуш уйăхĕн 7-мĕшĕнче вилнĕ). Никита Романович чăваш чĕлхинчи ваттисен сăмахĕсемпе каларăшсене, сутмалли юмахсене пур енлĕн те тарăннăн, монографи шайĕнче тишкерсе тĕпчеме пуçлани паллă, анчах ăна туса пĕтереймен. Çак асăннă тата ытти ĕçсемпе, вăл пухнă пуян материалпа Гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн архивĕнче паллашма пулать.
Никита Романов 50 ытла ăспăлăх ĕçĕ пичетлесв кăларнă.
[тӳрлет] Пичетленнĕ ĕçсем
- Очерки по истории бурлачества в XVIII веке (По архивным материалам Чувашии) // "Записки" ЧНИИЯЛИ, вып. И. Чебоксары, 1949;
- Этнография и археология в Чувашской АССР // "Записки" ЧНИИЯЛИ, вып. V. Чебоксары, 1950;
- Чăваш халăхĕ пулса кайни çинчен наука мĕн калать // "Тăван Атăл", 1952, 2№;
- Культ киреметя у чуваш // "Ученые записки" ЧНИИЯЛИЭ, вып. XV, Чебоксары, 1957;
- Чувашия в XVII веке, Участие чувашского народа в крестьянской войне под предводительством С.Т. Разина // "Материалы по истории Чувашской АССР", вып. I. ЧНИИЯЛИЭ. Чебоксары. 1958.
- Ваттисен сăмахĕсем. Каларăшсем. Сутмалли юмахсем. ГЛ., 1960.