Садай Владимир Леонтьевич
Википедири материал
Садай Владимир Леонтьевич (чăн хушамачĕ Цырульников), — прозаик, тăлмач. 1926 çулхи пуш уйăхĕн 31-мĕшенче Чĕмпĕр облаçĕн Пухтел районĕнчи Каша ялĕнче çуралнă. 1991 çулхи утă уйăхĕн 22 Шупашкарта вилнĕ.
[тӳрлет] Пурнăçĕ
Вăтам шкултан вĕренсе тухсан 1943 çулта çара кайнă. Сывлăш-çар флотĕнче ахаль салтакран пуçласа кĕçĕн командира çити ӳснĕ. 1945 çулта Монголие, Китая, Корейăна Япони самурайĕсенчен ирĕке кăларнă çĕре хутшăннă. Тепĕр тăватă çултан Тăван çĕршыва таврăннă, Пухтел районĕн «Пĕрлешӳллĕ ĕç» хаçат редакцийĕнче ĕçлеме тытăннă. Малтан яваплă секретарь тивĕçĕсене пурнăçланă, каярахпа редакторта вăй хунă.
1951 çулта Владимир Садай Шупашкара куçса килнĕ. Чылай хушă «Ялав» журналăн яваплă секретарĕ, ун хыççăн «Çамрăк коммунист» тата «Коммунизм ялавĕ» хаçатсен литература сотрудникĕнче ĕçленĕ. Çакăн хыççăн, "ирĕклĕ писатель" пуличченех, Чăваш кĕнеке издательствин редакторĕнче тăрăшнă. Çак хушăрах СССР Çыравçисен Пĕрлешĕвĕн М.Горький ячĕллĕ Литература институтĕнчен куçăмлă мар йĕркепе вĕренсе тухнă.
[тӳрлет] Ĕçĕсем
Çыравçăн малтанхи произведенийĕсем республикăри хаçат-журналта 1948 çулта пичетленме тытăннă.
Владимир Садайĕн пурĕ 26 кĕнеке пичетленсе тухнă.
Паллă çыравçăн вулакансем хапăл туса йышăннă хайлавĕсен шутне "Юманкасси", "Шевлесем", "Туссем каллех пĕрле", "Тăван хулара, тăвансем патĕнче" повеçĕсем, "Ватăлмалăх кунра", "Чĕре хушать", "Юр ирĕлет", "Верук", "Хура акăшсем", "Пылчăк", "Кивĕ купăс", "Тĕтре шăрши", "Кăвакал утравĕн хуçи", "Мĕскĕн", "Атте" калавĕсем кĕреççĕ.
Владимир Садай çавăн пекех çак произведенисене вăрçă темипе çырнă: "Туссем каллех пĕрле", "Çĕр çирĕм утăм та виçĕ талăк", "Чĕререх, чĕререх...", "Геройсем", "Хыпарсăр çухалнă", "Мария", "Аттесемпе пĕрлех кавакартăмăр" тата ыттисем.
Кĕнекисем:
- «Летчиксем» (1952);
Унăн нумай хайлавне вырăсла, украинла, тутарла, çармăсла тата ытти чĕлхене куçарса пичетленĕ. Хăй те ытти халăх çыравçисен произведенийĕсене сахал мар чăвашла куçарнă.