Тавăтри тăван ен тĕпчев музейĕ
Википедири материал
Тавăтри тăван ен тĕпчев музейĕ — Чăваш Енĕн Элĕк районĕнчиТавăт ялĕнче, ятарлă çуртра вырнаçнă. Çирĕплетӳ хучĕн (свидетельство) нумĕрĕ 5430.
[тӳрлет] Истори
Музее 1979 çулта Семен Тихонович Тихонов вĕрентӳçĕ тăрăшнипе йĕркеленĕ. Музее уçнă тапхăрта музей ваплли çурчĕ пулман, экспоначĕсене пĕр пӳлĕмре çеç вырнаçтарнă пулнă. 1990 çулта уйрăм çурта куçнă.
[тӳрлет] Уйрăмĕсем
- Истори,
- этнографи,
- археологи,
- ӳсентăрансемпе чĕрчунсем,
Истори уйрăмĕнче Тавăт ялĕн историйĕпе туллин паллашма май пур.
Çавăн пекех шкул историйĕпе çыхăннă экспонатсем, сăнӳкерчĕксем пысăк вырăн йышăнаççĕ.
Пĕр кĕтесе Совет Çарĕн кун-çулне халалланă. Вăрçăра паттăррăн пуçĕсене хунă çынсене тата ветерансене халалласа тунă стенд айĕнче — вăрçă хатĕрĕсем.
Этнографи уйрăмĕнче шурă пиртен çĕленĕ кĕпе-тумтир, савăт-сапа, ĕлĕкхи ĕç хатĕрĕсем вырăн тупнă.
Археологи уйрăмĕнче варас авалхи чĕрчунсен шăммисемсер пуçне чи хаклă экспонатсем — 1956 çулта Тавăт çывăхĕнче археологсем киве масарта алтса кăларнă савăтснмпе ыттисем те.
Ӳсентăрансемпе чĕрчунсем пирĕн тăрăхри пулăсем, кайăксемпе, ӳсентăрансем çинчен пĕлӳлĕхе хăпартма ансат.
Хуçалăхра усă куракан япаласем уйрăм вырăн йышăнаççĕ.
[тӳрлет] Вуламалли
- Л. И. Ефимов, "Элĕк Енĕ", Элĕк, 1994.