Танай (юханшыв)
Википедири материал
Дунай (болг. Дунав, нем. Donau, греч. Ister, венгр Duna, лат. Danuvius е Danubius, рум. Dunăre, серб. тата хорв. Dunav, слов. Dunaj), — хăйĕн тăршшĕпе Европăра иккĕмĕш вырăнта (Атăл хыççăн) тăракан юханшыв.
[тӳрлет] Авал çырса хăварни
Дунай çинчен çырнă чи авалхи çырусем шутĕнче грексен авалхи историкĕ Герадот çырнинче паллăртаççĕ. Вăл «Историĕн» иккĕмĕш кĕнекинче Истр юханшывĕ кельтсен çĕрĕнче пуçласа Европа варрипе юхнине çырса хăварнă. Юханшыв ятне кельтсем панă. Вĕсем чĕлхинче Danuvius (хăвăрт шыв) сăмахĕ danu (хăвăрт) тата vius (шыв) сăмахĕсенчен пулнă.
[тӳрлет] Физика географиĕ
Юханшыв Шварцвальд тăвĕсенче, Донауэшинген хули патĕнче тинĕс шайĕнче 678 метр çӳллешĕнче вырнаçнă Бреге (тăршшĕ 48 км) тата Бригах (тăршшĕ 43 км) юханшывĕсем пĕрлешнĕ çĕрте пуçланать.
Юханшыв 10 патшалăх урлă юхать: Германи, Австри, Словаки, Венгри, Хорвати, Серби, Болгари, Румыни, Молдави тата Украина.
[тӳрлет] Хуласем
Дунай çинче нума пысăк хула вырнаçнă. Вĕсем шучĕнче тăватă патшалăхăн тĕп хулисем: Австри — Вена (1 597 пин çын), Серби — Белград (1 168 пин çын), Венгри — Будапешт (2 016 пин çын), Словаки — Братислава (425 пин çын). Изар юппи çинче Баварин тĕп хули, Мюнхен вырнаçнă.
Пысăк хуласем:
- Регенсбург (Германи);
- Вена (Австри);
- Линц (Австри);
- Братислава (Словаки);
- Будапешт (Венгри);
- Белград (Серби);
- Русе (Болгари);
- Браилов (Румыни);
- тата ыттисем.