Тени
Википедири материал
Тени — Чăваш Енри Элĕк районĕнчи ял.
Тени ял администрацине тăватă ял кĕрет: Тени сали, Малти Хирлеп, Кайри Хирлеп тата Кармал. Район тĕпĕнчен 7 çухрăмра, Шупашкар хулинчен 70 çухрăмра вырнаçнă.
Ялта 262 (2006) çын пурăнать. Ултă урам- Тěп, Симěс, Çамрăксен, Шкул, Туçи, Сад урамěсем.
[тӳрлет] Истори
Паллă тĕпчевçĕ Л.А.Ефимов каланă тăрăх, ял ятне ěлěкхи Теней арçын парса хăварнă. 1927 çулчен ячě Кӳпеш Тени пулнă. 1917 çулчен Çĕрпӳ уесĕнчи Тăвай вулăсěнче шутланнă. 1927 çулхи юпа уйăхěн 1 хыççăн Элĕк районне, 1962 çулхи раштав уйăхĕн 20 хыççăн Варнар районне кĕнĕ. 1965 çулхи пуш уйăхĕн 14 хыççăн хальхи вăхăтчен Элĕк районне кĕрет.
[тӳрлет] Паллă çыннисем
- Андреева Нина Степановна - Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ учителĕ.
- Григорьева Элиза Ивановна - Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ учителĕ.
- Тимофеева Руфа Тимофеевна - Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ учителĕ.
[тӳрлет] Каçăсем
- Тени ялĕ ял сайчĕ, чăвашла, вырăсла, акăлчанла.
- Тени шкулĕ, шкул сайчĕ, вырăсла кăна.