Тимĕрçкасси (Элĕк районĕ)
Википедири материал
Тимĕрçкасси, — Чăваш Енĕн Элĕк районĕнчи ял. Йăлкăш ял тăрăхĕ шутне кĕрет.
[тӳрлет] Халăх йышĕ, ял тытамĕ
Ялăн Тимĕрçĕ урамĕнче 168 çын (2006) пурăнать.
[тӳрлет] Истори
1927 çулчен Етĕрне уесĕн Элĕк вулăсĕнче шутланнă. 1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 хыççăн Элĕк районне, 1962 çулхи раштав уйăхĕн 20 хыççăн Вăрнар районне кĕртнĕ. 1965 çулхи пуш уйăхĕн 14 хыççăн хальхи вăхăтчен Элĕк районне кĕрет.
[тӳрлет] Паллă çыннисем
- Михайлов Вениамин Алексеевич, - Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ учителĕ.
- Фомина Таисия Фоминична, - Раççейĕн тава тивĕçлĕ тухтăрĕ.