Тёша (юханшыв)
Википедири материал
Тёша, — Ока юханшывĕн сылтăм юппи. Тăршшĕ 311 çухрăм, бассейн лаптăкĕ 7800 км2. Атăлçи сăртлăхĕнче юхма пуçлать. Вĕçĕнче Ока-Тёша айлăмĕ тăрăх юхать те Муром патĕнче Окана юхса кĕрет.
Ытларах енĕпе юр шывĕпе пулать. Чӳк-раштавăн пĕрремеш пайĕнче шăнса ларать те пуш уйăхĕн иккĕмĕш çурринче-ака уйăхĕн пĕрремеш çурринче пăртан тасалать.
Тёша хĕрринче Арзамас, Лукоянов хулисем, Шатки посёлок вырнаçнă. Чи пысăк юпписем — Серёжа (сылтăм), Ельма, Акша, Иржа, Нуча, Леметь, Ломовка, Шилокша (сулахай).