Янкас
Википедири материал
Янкас, — Чăваш Енĕн Красноармейски районĕнчи ял. 1923 çулчен Янкас Упи ятлă пулнă.
[тӳрлет] Истори
1922 çулхи çĕртме уйăхĕн 1 тарин Етĕрне уесĕн Упи вулăсне кĕнĕ. Ун хыççăн вара Çĕрпӳ уесĕн Упи вулăсне кĕнĕ.
1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 Çӳрпӳ районне, 1935 çулхи пуш уйăхĕн 1 хыççăн Трак районне, 1940 çулхи çурла уйăхĕн 16 хыççăн Красноармейски районне, 1962 çулхи раштавăн 20 хыççăн Çĕрпӳ районне кĕнĕ. 1965 çулхи чӳк уйăхĕн 3 хыççăн хальхи вăхăт таран Красноармейски районне кĕрет.