Янкурас
Википедири материал
Янкурас, (авал — Юманай) — Чăваш Енĕн Элĕк районĕнчи ял. Элĕк çумĕнчех вырнаçнă.
Тупмалли |
[тӳрлет] Ял тытăмĕ, халăх йышĕ
Ялта 312 çын (2006) пурăнать. Виçĕ урам — Çамрăксен, Вăрман, Туçи. 1859 çулта ялта 17 хуçалăх, 40 арçынпа 54 хĕрарăм пурăннă. 1907 çулта 252 çын, 1926 çулта — 56 кил, 310 çын пурăнни паллă.
[тӳрлет] Истори
1927 çулчен Етĕрне уесĕн Элĕк вулăсĕнче шутланнă.1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 хыççăн Элĕк районне, 1962 çулхи раштав уйăхĕн 20 хыççăн Вăрнар районне кĕртнĕ. 1965 çулхи пуш уйăхĕн 14 хыççăн хальхи вăхăтчен Элĕк районне кĕрет.
[тӳрлет] Этимологи
Ял ячĕ тахçан тутартан йышăннă çын ятĕнчен пулса кайма пултарнă. Тутарла — ян "çĕнĕ" + корташ "пĕр ӳсĕмри çын", пĕлтерĕшĕвĕ çухалнă пирки "курташ" чăвашла курас пулса тăнă.
[тӳрлет] Паллă çынсем
- Долгова Земфира Алексеевна, - Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ учителĕ.
- Иванова Людмила Егоровна, - Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ учителĕ.
- Озерова Тамара Филипповна - Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ тухтăрĕ.
[тӳрлет] Вуламалли
- Л. И. Ефимов, "Элĕк Енĕ", Элĕк, 1994.