Хутшăнаканăн канашлу страници:Viktor
Википедири материал
[тӳрлет] Çурçĕр Америка
Çурçĕр Америка çумлĕ Çӳрçĕр Америка статья та пур. Мĕн тумалла çак тĕлтре?
[тӳрлет] Халăх йышлăхĕ
Халăх йышлăхĕ — плотность, халăх йышĕ — население. Эсир населенипе плотносе мĕнле куçаратăр? PCode 14:52, 17 çурла 2007 (UTC)
Скворцов çапла çырать: "...халăх йышĕ — численность населения (население, кĕскен); йышлă (прилагательное - вырăсла каласан) — многочисленный, большой, много; йышлăх (существительное - вырăсла каласан) — 1. группа, коллектив, 2. многочисленность (нумайлăхĕ). Халăх йышлăхĕ тесен вулакансем халăх плотнăçĕ тесех ăнланăççĕ-и? Ăнланмалла пулĕ тетĕп. Viktor 17:08, 17 çурла 2007 (UTC)
- Тепĕр хут!!! Халăх йышĕ — население, халах йышлăхĕ — плотность населения!!! Йыш — ку сăмах унсăр та нумайлăха кăтартать. Численность населения сăмахçаврăнăша тахçанах «халăх йышĕ» тесе куçараççĕ. Нимĕнле халăх йышлăхĕ те мар! Акă кур:
-
-
- плотность (-и) сущ. жен.
- 1. тачăлăх, çăралăх; плотность воды — шыв тачăлăхĕ
- 2. йышлăх; плотность населения — халăх йышлăхĕ
- плотность (-и) сущ. жен.
-
-
- Ку Скворцовăн вырăсла-чăвашла словарĕнчен. PCode 14:27, 16 авăн 2007 (UTC)
- Куна асăрхаман, тӳрлетнĕшĕн тавтапуç. Viktor 18:01, 16 авăн 2007 (UTC)
[тӳрлет] Çыраçăв
Чăваш ТВ хăйĕн кăларăмĕсенче Перепись палăрту вырăнне Çыраçăв сăмахпа усă курать. Халăх çыраçăвĕ, ялхуçалăх çыраçăĕ. Viktor 05:17, 1 авăн 2007 (UTC)
- Çыраçăв мар пулĕ? Çырав мар-и? Эпĕ таçта та çырав сăмаха илтсе. Çыравçăв — кун пек сăмах тума май çук. Çыравçу: çыр-ав-çу /-çу аффикс чăваш чĕлхинче çук/ PCode 08:10, 1 авăн 2007 (UTC)
- Иртнĕ эрнере хам хăлхапа илтрĕм. Куçлăх тăхăннă хĕр-диктор вуларĕ. Республикăра пулас халăх çыр(аç)ăвĕ пирки сăмах хускатрĕ. Тен, тележурналистсем хăйсем сăмахсене çĕнетме, чăвашлатма тытăннă. Viktor 09:16, 2 авăн 2007 (UTC)
- Ара халĕ эпĕ ăна «çырвăç» тесе çырнипе халĕ таçта çак сăмаха усă курма пуçланине пелтермест-çке. «Çырав» сăмах çирĕпленсе çитнĕ — хăвах куратăн ĕнтĕ ăна таçта та усă кураççĕ (пĕр çĕрте кăна мар). PCode 11:28, 2 авăн 2007 (UTC)
- Эпĕ çак сăмахăн хӳтĕлевçи мар. Викинче нумай çĕрте çак палăрту (нормативлă) сăмахне чăвашла кăтартман, çавăнпа çĕнĕ сăмаха илтнĕ хыççăн пĕлтертĕм. Тепĕртакран йышăнĕç пулĕ патшалăх чĕлхи шайĕ çӳллĕшĕнче чăвашла куçарма патне çитнĕ сăмахсене мĕнле çырмаллине. Унчен, паллах, синонимлĕ, ылмаштаруллă çырсан ним те çылăх пулмасть. Малалла мĕнле пулĕ — курăпăр, халĕ — туймалли çеç. Viktor 11:51, 2 авăн 2007 (UTC)
[тӳрлет] Хулăм шрифтпа уйăрасси
Статьяра хулăм шрифтпа статья ятне кăна уйăрмалла. Ытти палăртнисем статьяпа паллашма чăрмантараççĕ. PCode 19:43, 5 авăн 2007 (UTC)
- O.K. Viktor 07:49, 6 авăн 2007 (UTC)
[тӳрлет] Кавычкăсем
Иккĕмĕш хут ĕнте эсир ятра кавычкăсене усă куратăр. Статья ятĕнче кавычкăсем пулмалла мар. Тĕслĕхрен, «[[Челябинск (шывай кимми)]]». [[«Челябинск» (шывай кимми)]] мар. Ман каллех улăштарма тивет. PCode 19:06, 7 авăн 2007 (UTC) Юрĕ. Асăрхаса çырăп малалла. Viktor 19:08, 7 авăн 2007 (UTC)
[тӳрлет] Ӳкерчĕксем
Енчен те эсир вырăс уйрăмĕнчи ӳкерчĕксене кĕртсе лартас теетĕр пулсан, малтан вăл ӳкерчĕк пĕтĕмĕшле складра (commons-ра) пуррипе çуккине тĕрĕслер. Епле тĕрĕслемелле:
- Çав ятпах чăваш уйрăмне кĕртсе лартса пăхăр. Курăнмасть пулсан — ӳкерчĕк пĕтĕмĕшле складра мар, курăнать пулсан — питĕ лайăх, ӳкерчĕке пирĕн уйрăма кĕртме кирлĕ мар.
- Малтан ӳкерчĕк уйрăмлăхне пăхăр (ӳкерчĕк çинче шăшин сылтăм пускăчне пусмалла, кайран «Свойства» пăхмалла). Адресĕ «http://upload.wikimedia.org/wikipedia/commons/...» пек пуçланать пулсан — ку ӳкерчĕк пĕтĕмĕшле складра вырнаçнă. Ăна Википедин хуть те хăш уйрăмне кĕртсе лартма пулать. Енчен те «http://upload.wikimedia.org/wikipedia/ru/...» пулсан — ку ӳкерчĕк вăл уйрăмра кăна вырнаçнă. Ытти уйрăмсенче тӳрех усă курма май çук. Усă куриччен малтан ăна пирен уйрăма кĕртмелле.
Ăнланмалла ăнлантарса патăм пек. Ыйтусем пур-и? PCode 20:38, 8 авăн 2007 (UTC) Ăна чухлап-ха. Васкаса лартрăм, пулас. Viktor 20:43, 8 авăн 2007 (UTC)
[тӳрлет] Залив
Чăвашла ку сăмаха кӳлмек тесе куçараççĕ иккен. Чĕлхеçĕсенчен юри ыйтрăм. Шупашкарти залива официаллă «кӳлмек» теççĕ. PCode 16:44, 9 авăн 2007 (UTC)
- Юрĕ. Чĕлхеçĕсем çапла каласан — çаплах пултăр. Çапах... залив речной, залив морской, пролив морской, устье реки, фьорд.. Çак сăмахсене те пĕрле пĕр палăртăва хупаççĕ-и? Viktor 17:10, 9 авăн 2007 (UTC)
[тӳрлет] Асăрхăр, категорисем
Асăрхăр, эпĕ хăш-пĕр категори ячĕсене улăштарма пуçларăм. Сăмахран, Чăваш Енĕн Элĕк районĕн ялĕсем —» Чăваш Енри Элĕк районĕн ялĕсем çине. Ку йăнăша эпĕ тахçанах асăрхаса, анчах та Бот хатер мар пирки юсамарăм (питĕ нумай тӳрлетме килетчĕ). «Чăваш Енĕн Элĕк районĕн» сăмахçаврăнăш тĕрĕс мар (икĕ -ĕн).
Сăмах май, енчен те Бот валли мĕнле те пулин ĕç (сăмахран, питĕ нумай статьяра пĕр пек улшăнусем кĕртмелле) тупăнсан — калăр, ĕçлеттерĕп. PCode 19:36, 10 авăн 2007 (UTC)
- Юрать. Viktor 19:55, 10 авăн 2007 (UTC)
[тӳрлет] Çăлкуç, вулавăш, вуламалли
Атя-ха пĕр термина усă курар!!! «Вуламалли» ман шутпа питĕ лайăх. PCode 13:51, 15 авăн 2007 (UTC)
[тӳрлет] АПЛ
Спасибо за интерес к статьям о подводных крейсерах и за написание о них статей в этом разделе Википедии. Я был бы ещё более благодарен, если бы при написании новых статей вы добавляли ссылки на них в ру-вики . ru:user:Rave 5.10.2007
- Rave, благодарю за совет-подсказку, видимо, я в спешке не на 100% викифицировал статьи, да и в Вики я не столь продвинут. В дальнейшем обращу на это внимание. Viktor 15:33, 5 юпа 2007 (UTC)
[тӳрлет] Статья ятне улăштарасси
Статья ятне улăхла улăштармалла. Çӳлте "ятне улăштар" каçă пур. Ун урлă. Ма "хаканачĕ"? Ăнлантарăр тархасшăн!!! PCode 14:40, 5 юпа 2007 (UTC)
- Вырăс викинче çапла çырнине (каганат) куртăм, вара малтан та çаплах кăтартрăм. Ун чухнех çак сăмах мана иккĕлентерчĕ, чăваш сасăллĕ пулманшăн. Хам тĕллĕн шутласа хăтланас мар тесе вырăс майĕпе лартрăм. Каярахпа (ĕнер çеç) Юхма Мишши мĕнле çырнине куртăм та вара вăл мана чăн авалхи чăваш сăмахĕ пек туйăнчĕ. Танайçи пăлхарĕсем хаганат теççĕ, вырăссемпе тутарсем каганат теççĕ (вырăс чĕлхине вăл тутар чĕлхи урлă кĕнĕ пулас). Чăвашла "хаканат" тĕслĕ çырсан та "к" хыттăн янăрать, мĕншĕн тесен, ик енче уçăмлă "а" хăватне çĕклеççĕ. Мĕншĕн пĕрремĕш сасси "х" ("к" вырăнне)? "Каканат" тесе çырсан... е "хаганат"... Татах çырсан, "х" сасăпа пăлхарсем те çак сăмаха пуçлаççĕ тата "хан" палăрту та çак еннеллех сулăм парать. Çакăн пек шухăшсем. Viktor 16:05, 5 юпа 2007 (UTC)
- Малашне каçăпа усă курăп. Viktor 16:05, 5 юпа 2007 (UTC)
- Каçăпа усă курмасан пушă статьясем юлаççĕ. Каçăпа усă курсан вĕсем çĕнĕ страница çине куçаракан пулса тăраççĕ. PCode 17:52, 5 юпа 2007 (UTC)
- Юрать, ăнлантăм. Viktor 17:55, 5 юпа 2007 (UTC)
[тӳрлет] Куçару сăмахсарĕ
Википединче пĕр сăмахçаврăнăшнех темиçе мелпе куçарас мар тесе сăмахсар хатĕрлеме пуçларăм: Куçару сăмахсарĕ. Куçарнă чухне ăна асра тытăр тархасшăн. PCode 14:47, 5 юпа 2007 (UTC)
- Ку сăмахсара йышăннă куçарусене çеç вырнаçтармалла пулĕ. Çĕнĕ куçарусене сӳтсе явмалли страница çинче тишкермелле пулĕ :) Краеведени музейĕ — эпĕ ăна çаплипех хăварса-ха. Анчах та куçарас тесен, краевед — таврапĕлӳçĕ. Куçартăм сӳтсе явмалли страница çине. PCode 18:10, 5 юпа 2007 (UTC)
- Тӳррĕн куçарсан, çапла, анчах та хăш-пĕр музейĕсен штатĕнче тĕпчевçĕсем пулсан, вĕсем наукăпа (истори, филологи, этнографи тата ытти тĕсĕ-енĕсемпе...) (хăйсем тĕллĕн е тĕп музейĕ е институчĕ ертсе пынипе — сăмахран, филиал шайĕнче) тĕпчевлĕ ĕçлеме те пултараççĕ. Паллах, ку палăрту çав музейсене министерствă мĕн шута хунинчен килет. Viktor 18:25, 5 юпа 2007 (UTC)
[тӳрлет] Орденсемпе медальсен ячĕсем
Эсир час-часах орденсемпе медальсем пирки куçаратăр. Хăш чухне йăнăш куçарнисем пулаççĕ. Çавна кура сайта вĕсен куçарăвĕсене кĕртрĕм: Патшалăх наградисем. Усă курăр. PCode 09:56, 6 юпа 2007 (UTC)
- Юрĕ, тавтапуç. Viktor 19:17, 6 юпа 2007 (UTC)
[тӳрлет] Końskowola - Poland
Could you please write a stub http://cv.wikipedia.org/wiki/Ko%C5%84skowola - just a few sentences based on http://ru.wikipedia.org/wiki/Ko%C5%84skowola ? Only 3-5 sentences enough. Please.
P.S. If You do that, please put interwiki link into english version. 123owca321 15:22, 13 юпа 2007 (UTC)
I've write a few sentences. I'll translate this article fully some later. Viktor 18:45, 13 юпа 2007 (UTC)
[тӳрлет] Чикаго
Чăнахах та пусăмĕ А çине ӳкет — "чикАго". Эпĕ О çине ӳкет пулĕ терĕм те çăвăнпа Чикагора тесе çыртăм. PCode 15:53, 16 юпа 2007 (UTC)
- Çапла. Тата "г" "к" пекех илтĕнет, анчах мĕнле çырмалла? Пĕлместĕп. Viktor 17:08, 16 юпа 2007 (UTC)
- Çавăн пекех çырмалла. PCode 09:54, 21 юпа 2007 (UTC)
[тӳрлет] Тĕрлĕ пĕлтерĕшсем
Тархасшăн, енчен те тĕп сăмахĕнче терлĕ пĕлтерешсен списокне илсе кăтартман пулсан — вăл список çине каçă лартмашкăн {{Otheruses}} шаблона лартăр. PCode 09:50, 21 юпа 2007 (UTC)
Е унăн ятне улăштарма-ши? Эпĕ хам та ун ятне астуматăп, хамăн старница çинчен копилесе илетĕп. {{Ытти пĕлтерĕшсем}} — тусан йĕркеллĕ пулать-и? PCode 09:53, 21 юпа 2007 (UTC)
- Капла та юрать. Чăвашла ăнланмалларах. Viktor 10:52, 21 юпа 2007 (UTC)
[тӳрлет] Шрифт
Эпĕ вăхăтлăха шрифта улăштартăм. Verdana вырăнне Georgia лартрăм. Мĕнле пек сирĕншĕн? (енчен те сирĕн Arial Unicode MS шрифт ларать пулсан улшанусене кураймастăр. Улшанусене курмашкăн вал шрифта кăларса пăрахмалла) PCode 17:28, 21 юпа 2007 (UTC)
- Манăн компра улшăну курăнмасть. Viktor 17:32, 21 юпа 2007 (UTC)
- Сирĕн менле браузер? Енчен те Firefox пулсан — [Ctrl]+[Shift]+[R] пусăр. PCode 17:43, 21 юпа 2007 (UTC)
- Internet Explorer Viktor 17:48, 21 юпа 2007 (UTC)
- Вара [Ctrl]+[F5] пусмалла. Тата маларах асăннине пăхăр. Arial Unicode MS шрифт системăра пур пулсан — улшăнусене эсир кураймастăр. PCode 17:56, 21 юпа 2007 (UTC)
- Шрифт пысăкланчĕ. Хулăмми лайăх курăнать, ахалли те куçшăн çăмăлрах. Viktor 18:07, 21 юпа 2007 (UTC)
[тӳрлет] Сăмахсарсем
Тен сире куçармашкăн сăмахсарсем кирлĕ? Хăш-пĕр сăмах валли эсир çĕнĕ сăмах шутласа кăларатăр. Сăмахран, «йывăçлăх». Вырăслине вуламасăр ăнланса та илеймĕн эсир мĕн каласшăн пулнине. Йывăçлăх — ку ман шутпа йывăçсем нумай ларакан вырăн, тепĕр майлă каласан — вăрман. Вырăслине вуланă хыççăн кăна тăнласа илтĕм эсир ку сăмахпа «древесина» сăмаха куçарнине. Вăрманĕ пĕрре те сĕм варман мар :) Паллах, чăваш чĕлхине лайăх пĕлсен. Йывăр статьясене кусарни кирлех. Çавăнпа та сире сăмахсарсемпе тивĕçтермелле. [Кунта] электронлă сăмахсар вырнаçнă. Хутли кирлĕ пулсан — ярса пама пултаратăп. p-code@mail.ru çине çырăр. PCode 19:32, 22 юпа 2007 (UTC)
- Йывăçлăх тесен ял çынни древесина тесех ăнланать, вăрманлăх вăрман пулать. Хулари чĕлхеçĕсем халăхран уйрăлса пыраççĕ: тĕпчеме тăрăшмаççĕ, аталану енĕпе ĕçлемеççĕ. Никольский тата ыттисен ĕçĕсен хакĕ-пурлăхĕ чылая пырасса çеç шанаççĕ (фольклор пуçтармаççĕ, тӳркенеççĕ, тиркеççĕ), мĕншĕн тесен вĕсем — шалу çыннисем. Çавăнпа ĕнтĕ нумай сăмахсем усăран е манăçа тухаççĕ. Паллах, акăлчансен пек simply english евĕр чăваш ансат чĕлхипе çырсан çăмăлрах пулмалла. Анчах ку (тупик) татăк çул.
- Хăш ял çынни вара ăнланать? Эпĕ ял çынни пулсан та ăнланса илеймерĕм. (те хула патĕнче ӳснĕскер :) ). Тĕрĕссине каласан вара древесина «йывăç» пулать. Сăмахран, çăка йывăç çăмăл пăраланать — древесина липы легко сверлится. Йывăçлăхĕ вара эпĕ шутланă пекех, вăрман сăмаха çывăх. Кăна эпĕ сире тиркесе мар, йăнашсем сахалтарах пулччăр тесе çыратăп. (хăшĕ-пĕри эпĕ хирĕç сăмах хушсанах «мана тиркетĕн» тесе калать те...) PCode 20:37, 22 юпа 2007 (UTC)
Ялта пулсан, çынсенчен ыйтăп, ăнланаççĕ-и çав сăмаха. Хам та кĕнеке тăрăхне куçрăм пулас. Çынсем тĕрлĕ çĕрсенче тĕрлĕ калаçаççĕ. Çавăнпа мейн-стрим кирлĕ чăваш чĕлхине. Viktor 21:08, 22 юпа 2007 (UTC)
- Электронлине пĕлетĕп, анчах та унта пур те çук. Хутлине хамах илĕп, тавтапуç сĕннĕшĕн, Шупашкарта пулсан - тепĕр уйăхра. Viktor 19:55, 22 юпа 2007 (UTC)
- Скворцовсен "Вырăсла-чăвашла словарьне " (10000) туянтăм. Çапах та сахалтарах сăмахсем. Viktor 20:13, 12 чӳк 2007 (UTC)
Saluton, mi ne scias tio lingvo sed mi volas helpi!!! Cxu vi volas kio mi helpas en kelkaj artikoloj el Euxropo? --Parolu Esperanto 18:22, 12 чӳк 2007 (UTC)
[тӳрлет] Çыхăну мелĕсем
Çак страницăсăр пуçсăр сирĕнпе тата мĕнле майсемпе çыхăнма пулать? ICQ пур-и? электронлă адрес? Пур пулсан çырусене час-часах тĕрĕслетĕр-и? Хăш-пĕр ыйтусене сирĕнпе куçа-куçăн сӳтсе явсан лайăх пулĕччĕ. Пурне те кăтартас килмесен пулсан ак çакăнта ярăр — p-code@mail.ru Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 17:27, 21 чӳк 2007 (UTC)
[тӳрлет] Вуламалли
Сăвар-Элтти статьинче пĕр купа вуламалли материал. Çав кашни кĕнекере/статьяра ун çинчен çырнă-и вара? Вуламалли пайра статьяпа çыхăннă çăлкуçсене кăна палăртмалла. Çавăн пекех тепĕр статьяра пурччĕ ун пекки — çăлкуçра статья çинчен тупма май те пур, те çук — паллă мар. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 14:22, 22 чӳк 2007 (UTC)
Çак статьяра Сăвар-Элтти çинчен çырнă чух тутар-чăваш-пăлхар пĕрлĕхĕпе уйрăлу ыйтăвĕсемпе çыхăннă хăш-пĕр пайĕсем вырнаçаççĕ. Çавăнпа çак кĕнекесене палăртни кирлех. to be continued Viktor 14:50, 22 чӳк 2007 (UTC)
[тӳрлет] Уйрăм çын çинчен çырнă статья ячĕсем
Ак çакна вулăр-ха: Википеди:Статьясене ят парасси. Эсир юлашки вăхăтра нумай çынсене унта кĕртнĕ, çапах та вĕсен ашшĕ ячĕсем çук. Статья ятĕнче ашшĕ ячĕ те пулмалла. Хăвсамăрах ашшĕ ячĕсене хушăр тархасшăн (эсир кăтартнă ятсем вĕсен псевдонимĕсем мар). Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 08:54, 10 раштав 2007 (UTC)
[тӳрлет] Текста тĕрĕслĕр
Эпĕ чăвашла çырнă текста тĕрĕслемелли хатĕр турăм — [1]. Ăна усă курсан йăнăшсем сахалрах пулĕç. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 08:54, 10 раштав 2007 (UTC)
[тӳрлет] Almazán
Please, could you translate this article onto the language of this Wikipedia? Thanks for your help. If you wanna translate your city onto Aragonese, Spanish, Catalonian, Galician o Asturian language, tell it to me, please. I'm Chabi on these wikies. --85.54.141.142 12:29, 16 раштав 2007 (UTC)
Hello, Chabi. I have write "Almazan" (some sentenses) in chuvash wiki. Could you translate "Hirleppos Melesh" (english version) into Spanish and place it spanish wiki please. Thank you. Bye. Viktor 20:50, 16 раштав 2007 (UTC)
[тӳрлет] Вырăс -ий
Вырăсла -ий(-ия,-ая,-ое) пĕтекен сăмахсем чăвашла -и (Ливия » Ливи; Комсомольская — Комсомольски, Красноармейское — Красноармейски, Алюминий — Алюмини) пĕтеççĕ. Çын ячĕсенче кăна -ий, -ия (Василий, Пановский) юлать. Хими валли ман шутпа кунти терминсене усă курма пулать. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 15:38, 22 раштав 2007 (UTC)
Çапла. Улăштарас пулать литийсене. Схеминче мĕнле çырнă - эп те çаплах тасрăм. Маларах таблицине çĕнетмелле апла. Щелочь чăвашла сĕлтĕ пулать, ăна та йĕркене куçармалла. Viktor 16:10, 22 раштав 2007 (UTC)
[тӳрлет] Cписок ≠ шут
Список «шут» мар. Дегтярёв çак сăмах валли пурте ăнланмалла чăвашла вариантне тупайман, шырать. Список сăмах килĕшмест пулсан -сем аффикс усă курăр. Биржăсен списокĕ —» Биржăсем. Европа тĕплĕх биржисен шучĕ — Европа тĕплĕх биржисем. //Тĕплĕх — основной? Вырăсла вариантне пăхнă хыççăн апла мар иккен. «Фонд» сăмаха «укçа-тенкĕ» тесе куçарсан вырăнлăрах пулĕччĕ. Фонд. Европа укçа-тенкĕ биржисем... — ăнланмалла. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 12:30, 23 раштав 2007 (UTC)
Дегтярев паллах тупаймасть. Вăл çав сăмаха аваллăхра шыранă, шырамалла пулнă пуласлăхра. Паянкунри чылай сăмах ĕлĕк пулман чăвашра (вырăсра та), мĕншĕн тесен хуçалăх (экономика) ĕçĕсем пулнă çем ыйтаççĕ ус курмалли çĕнĕ сăмахсене. Укçа-тенкĕ биржи валютă биржи пулать. Фондсем шутне çуртсем, ĕç хатĕрĕсем, ячĕ (бренд), историйĕ, персоналĕ, хуçалăх çыхăнăвĕсем .... кĕреççĕ. Фонд - фундамент (fundament), чăвашла - никĕс. Акăлчанран илсе ăна иккĕне пайăрнă: фундамент - çурт-йĕр тăвас ĕçе кĕртнĕ, фонды сăмаха — экономикăра ĕçлекен пур япалана палăртма йышăннă. Вырăс чĕлхинче çак тĕслĕхсем чылай. Укçа-тенкĕсемпе фонд биржинче сахал усă кураççĕ биржăсенче, ун вырăнне хаклă хутсене хисеплеççĕ, электронлă укçасем куçаççĕ. Çавăнпа укçа-тенкĕ фонд пасарĕнче кая юлса пырать. Çавăнпа та укçа-тенкĕ пасарĕ фонд пасарĕпе пĕр тан мар. Фонд пасарĕ харпăр парать, укçа пасарĕ çакна пур чух тивĕçтереймест. Тепĕр чух укçапа илейместĕн. Çавăнпа фонд пасарĕн хăвачĕ çӳллĕрех. Чĕлхе тĕпчевçисем чĕлхе сыхлавçисем пулаççĕ, çавшăн вĕсене тав, анчах чĕлхе аталанăвĕ енчен вĕсем ытларах чарак кӳсекне лартма сĕнеççĕ, хăвăртлăха сӳнтереççĕ, урăх çĕре пăрса яраççĕ. Viktor 13:13, 23 раштав 2007 (UTC)
[тӳрлет] Buna ziua
Dear Viktor, how are you? I am wondering if somebody would be so kind to help me translate a short-stub version of two or three sentences of this article in Română for the Чăваш (.cv) wikipedia? Thank you very much for any advice or help you could provide, -Anna M 00:36, 13 кăрлач 2008 (UTC)
Dear Anna, how do you do. I have translated some sentenses of your article (from the english version/ i don't know spanish) and placed in section Пуэрто-Рико.
Best regards. Good luck! Viktor 20:49, 13 кăрлач 2008 (UTC)
[тӳрлет] Çулсемпе датăсем
Viktor, ак кунта: Фридрих Энгельс эс кĕске датăна çакăн пек çыратăн: уйăх - кун - çул... Ман шутпа вăл чăвашла тăвас тесен çул - уйăх - кун çырмалла. мĕншĕн тесен эпир тулли формăна усă курсан 1928 çулхи çĕртме уйăхĕн 14 тетпĕр. Эс мĕн шухăшлан кун пирки... (çакна та асăрха: эп профессор мар, ку ман шухăшлани кăна, эп санран ыйтасшăн)... тĕслĕх тăвас тесен датăна çакăнта улăштартăм: Эрнесто Че Гевара //салампала --Chavash 20:56, 6 пуш 2008 (UTC)
- Çапли çапла-ха, Chavash, ку васкав йăнăшĕсем пулаççĕ темелле. Улăштарнăшан тав. Статьисене пуçласа çеç ятăм та кайран тӳрлетĕп терĕм. Эпĕ историллĕ йăнăшсем тăвас мар тесе ытларах пăхатăп. Çыракан çын пач хутшăнса пымасть. Те хăраççĕ çырма, те вĕсен майĕ-вăхăчĕ çук, те пĕртте кăсакланмаççĕ историпе, чăваш чĕлхипе, çĕршыв таврашĕпе, те пурнăç начарлансах пырать. Çав мана шухăшлаттарать. Viktor 21:18, 6 пуш 2008 (UTC)
-
- Ăнланмалла. Вара чăнах та çул - уйăх - кун форми тĕрĕс. Йăнăшсем хăрушă мар. "Йăнăш нимĕн ĕçлеменскер анчах тумасть" сăлтавсăр темеççĕ-çкĕ. Сан çыракан вăй-хăвăту тĕлĕнтерет мана, хавхалантарать. Çапла, мана та шухăшлаттарать çынсем хутшăнманни. Темскер, те пĕлмеççĕ пулмалла. Е хăраççĕ. Ку та пулма пултарать ("епле википедире çырмалла?" тесе хăракан нумай). Эп вконтакте.ру сайтĕнчи «Чăваш Тĕнчи» ушкăнра Википеди çинчен каласа парам-ха пăртаках. --Chavash 21:34, 6 пуш 2008 (UTC)
[тӳрлет] Çыракансем çук
- Маншăн, паллах, хутшăнакансем викире çырнă япаласене хăйсем хушинче сӳтсе явни сăваплăрах. Эп çынсене (чăвашсене) чăваш вики пирки каласан, тĕлĕнеççĕ — мĕн тума вара кирлĕ çак ĕç теççĕ. Хытă зомбиленĕ халĕ халăхăн пуç мимине. Ман шутпа, чăваш (чĕлхиллĕ) рбк-портал кирлĕ. Анчах вăл укçаллă: малтан тăкмалла, кайран каялла таврăнать. пур-ха украин рбк. Viktor 21:56, 6 пуш 2008 (UTC)
-
- чăнах та зомбиленĕ халăха. анчах пирĕн парăнас çук. майĕпен чăваш чĕлхеллĕ хыпарланине, актуаллă культурине аталантарас пулать, халăха чăваш чĕлхи интернетра пуррине хăнăхтарас пулать. Вара хăнăхсан, чăвашла информацине те шырĕç, вулĕç. РБК? Укçаллă пулсан та вăл проблема мар. Проблема вулакансем çукки. Радио Ирĕклĕх тутарла пур, чăвашла çук. ... Анчах пур те начар теме пулмасть. Мĕншĕн тесен аран-аран лару-тăру лайăхланать. 2005 çулпа (!!!!!!- ĕнер кăна) танлаштарсан, тетелте чăвашла материал 100 хут нумайланнă пулмалла. Эп мĕн кирлĕ япала чăвашла шырасан, хуть те мĕнле мĕн те пулин те тупатăп. Çавăнпа чăвашла информаци пространстви çуралса пырать теме пулать. Ман оптимисăмĕ сăлтавсăр-и? --Chavash 23:47, 6 пуш 2008 (UTC)
- Халăхăн пĕрлĕхлĕ тĕллевĕ çук пурнăçра. Кашни хăйшĕн çеç тăрăшать. Çапла кашни хăй пĕччен пĕтсе пырать. Пассионарлă çынсем те сахалрах халлĕхе.
Çапах та малалла утăнни курăнать. Анчах кăштах геометри прогрессийĕ еннелех ӳссен лайăх пулĕччĕ. Эс оптимист пулни мана хавхалантарать. Манăн тантăшсем хăйсем çине ал хурса е эрехе пула вилсе çут тĕнчерен уйрăла пуçларĕç, çав вара халăхăн маласлăх шанчăкĕ чакнă тесе шухăшлаттарать. Анчах та, пуласлăхăн çутти хăвата кĕрет пулĕ тесе ĕмĕтленмелле. Ĕçлемелле. Viktor 22:00, 7 пуш 2008 (UTC)