Хутшăнаканăн канашлу страници:Viktor/2-мĕш архив
Википедири материал
Тупмалли |
[тӳрлет] Степанов Михаил Степанович
Çак çыннăн пĕр пек юлташĕ пур (драматург), вĕсене уйăрса лартмалла. Ку çынни — Ĕç Паттăрĕ, Хитекушкăнь ялĕнче çуралнă.
- Вара статья ячĕсем пулаççĕ: Степанов Михаил Степанович (Ĕç Паттăрĕ), Степанов Михаил Степанович (драматург). Степанов статьинче вара иккĕшне те илсе кăтартмалла. Степанов Михаил Степанович статьи вара Степанов çине куçармалла. PCode 18:49, 22 пуш 2007 (UTC)
[тӳрлет] Пирĕн эрăчченхи
Ку çулсене халлĕхе ан тыт-ха, юрать-и? Вĕсемсĕр пуçсăр та пур-çке мĕн тултармалли :). Малтан вăл çулсене мĕнле ят памалли çинчен калаçса татăлмалла. Те ПЭ 480, пирĕн эрăрисене вара 480... Те урăхла. «п.э. 480» тесе çырсан «пирĕн эрăри 480 çул» тесе те вулама пулать... PCode 18:31, 24 пуш 2007 (UTC)
- Юрĕ. Урăх çырмастăп. Наян çын ĕçĕ пулчĕ те иртсе каяймарăм. Ахальтен 4 статья кĕртсе хутăм. Бонус вырăнне.
- Эпир вĕсене кайран роботпа кĕртетпĕр :) PCode 20:31, 24 пуш 2007 (UTC)
Вăрттăн та пысăк утăм пулĕ ун чухне.
[тӳрлет] мана та тÿрлет
Viktor. эсĕ эпĕ çырнă статьясене пăхсан, тӳрлетсен, эпĕ питĕ тавлă пулăп. эпĕ чăвашла шкулта вĕренмен. çакăна нумай йăнăш тăватăп. тĕслĕхрен, Пурçăн çул, унта "наследие" мĕнле куçармалла. Пулăш тархасшăн. --Chavash 10:18, 1 апреля 2007 (UTC) Салам, Chavash!
- Наследие народа — халăх кăнарĕ пулать, наследный принц - кăнар тикки. Шĕкĕр хула — стольный град.
- Санăн статьясене ăçта тупмалла? Мĕн ятлисем?
- Тата. Аффикссемпе (сăмах тăвакансемпе) усă курсан, чылай çĕнĕ сăмах тухать, чĕлхе çав тери пуянланать.
- Яла кайса килмелле санăн, пĕр уйăхлăха, вара чăваш чĕлхе сăмахĕсем хăлхана лайăх çыпçăнаççĕ.
- тĕрĕс калатăн, Viktor, эпĕ те яла кайса килесшĕн. Анчах хальхи вăхăтра май çук. Кăнар сăмахĕшĕн тавтапуç. Ман статьясем... çĕнĕ статьясем хыççăн пирĕн ятсем тăраççĕ. Chavash çырнă пулсан - вĕсене эпĕ çыртăм. Вара вĕсем нумай йăнăшлă. Тăрăшсан та, мана ку çăмăл мар. (эх яла кайса килме кирлĕ)... Аффиксем усă курасси - ку питĕ чаплă сĕнӳ. Аффиксемпе çĕнĕ сăмахсем туни - чăваш чĕлхин илемлĕхĕ. Вырăс чĕлхинче çак илемлĕх çук. Хисеплесе, --Chavash 10:56, 1 апреля 2007 (UTC) p.s. Сан статьясене вуласа эпĕ киленетĕп. Эсĕ çак илемлĕ çыратăн. --Chavash 10:56, 1 апреля 2007 (UTC)
- Эсĕ хăвах пĕчченех пысăк ӳсем тунă — маттур! Тепĕртакран татах чăваш пĕлĕвĕ хăпарса кайĕ. Эсĕ çырнă май сăмахсене çăварпа каласа пăх- илемлĕ тухать е такăнать сăмах е сăмах çыххи. Мĕншĕн çапла? Чăваш челхин çепĕçлĕхĕ тӳрех туйăнать, татах, халăх хăйĕн чĕлхине хăшпĕр тапхăрсенче —çырусăрлăх çулсенче — хăйсем хушшинче калаçса çеç упраса паянкуна çитернĕ. Вара çакнашкал упрамалли меслечĕ (сăмахсен ăшĕнчи гармони —тытăмĕ-тытăçĕ тата сăмахсен кĕвĕлĕхĕ) пулнипе кăна ĕмĕрсем урлă чăваш чĕлхи хăйнемай пуйса XXI ĕмĕре çитнĕ.
- залив, пролив терминсене куçармалла-ха. Тен, нимĕçсенчен е латинсенчен илмелле?.. Санăн шухăшсем пур-и?
- Эссе çырасшăнччĕ, Борис Чиндыков валли- вăхăт çук. Викине пĕтĕм вăй каять. Каникул илмелле.
[тӳрлет] Тата
Чăвашсем "тата" предлогпа сахал усă кураççĕ. Ун вырăнне -па(-пе) аффикспа усă кураççĕ. Сăмахран, "Кишĕр тата çĕрулми" темеççĕ, "кишĕрпе çĕрулми" теççĕ. Куçарнă чухне тата предлогсăр çрма май пур пулсан — унсăр çырăр. Тата (кунта вара ку предлог хăй вырăнĕнче тăрать) çăкна каласа хăварасшăн: куçарнă чухне сăмахран сăмаха ан куçарăр тархасшăн. Машинный перевод евĕр пулать. :( Предложенине вулăр та хăвăр сăмахсемпе çырăр. PCode 14:22, 2 ака 2007 (UTC)
- Çапла. сăмахран сăмаха кусăрмалла мар. Эпир пĕр-пĕрне тӳрлетсен, йăнăшсене кăтартсан, лайăхланатпăр.--Chavash 16:04, 2 ака 2007 (UTC)
- Васканипе пулнă ĕнтĕ. Эсир палăртсан, тӳрлетсе парăр-ха.
- Эпĕ япăх тесе каламастăп. Çав-çавах мана сахалтарах ĕç :) PCode 16:59, 2 ака 2007 (UTC)
- Васканипе пулнă ĕнтĕ. Эсир палăртсан, тӳрлетсе парăр-ха.
[тӳрлет] Çулсен статьисем
Çулсен статьисенче пĕр пек форматпа çырма тăрăшăр тархасшăн:
- Дати паллă мар пулсан:
- * Пулăм çинчен кĕскен. (Тĕслĕхрен: * [[Иванов Иван Иванович]] астул çине ларнă.)
- Дати паллă мар пулсан:
- * [[Дата]] — Пулăм çинчен кĕскен. (Тĕслĕхрен: * [[Ака, 1]] — [[Иванов Иван Иванович]], чăваш ăсти. ("Çуралнă" пайри пек илсе кăтартрăм))
Çавăн пекех "Çуралнă", "Вилнĕ" пайсенче вĕçĕнче "вилнĕ", "çуралнă" тесе çырма кирлĕ мар. Тĕслĕхрен, 1925 статьяна пăхăр.
Хăвсамăрах тӳрлетсе тухăр тархасшăн :) PCode 10:40, 10 ака 2007 (UTC)
- Халĕ тĕрĕс пулать! :) PCode 10:53, 10 ака 2007 (UTC)
- Тата: Дати паллă тата датти паллă мар йышшисем пур пулсан датисем паллă марскерсене мала вырнаçтармалла. PCode 19:23, 11 ака 2007 (UTC)
[тӳрлет] Историç
Кун пек сăмах чăваш чĕлхинче çук :) Историк пур. Историкех юлтăр. PCode 10:55, 10 ака 2007 (UTC)
[тӳрлет] Пăтăрмахсем
Манăн çырса хунă хыççăн Wiki хупанса ларать. Тепре уçса пăхсан, çырни юлнă пулать. Компьютер, вирус е такам çапла хăтланать? explore.exe ятлаçать. Мĕн пулнă вара?
[тӳрлет] Тула ăрăвĕ
Тен, «Тула йăхĕ» тесен лайăхрах? PCode 08:24, 10 çĕртме 2007 (UTC)
- Тӳрех калаймастăп.
- Пĕр шутпа, ăру вăл ăрат (род) тени те, йăх (племя) тени те пулать. Çаплах йăхĕ те "род, племя" куçарăнать вырăса.
- Тепĕр енчен, "ăру" кунта "династи" пĕлтерĕшпе пырса тухать темелле, çӳле хăпарнă, палăрнă чаплă йăх.
- Чĕлхе тĕрĕслĕхĕ енчен ытлах уйрăм çук. Вики-терминологи шутĕнчен çеç пăхмалла. Малалла çăмăл ăнлануллă, чăрмав ан пултăр тесе йышăнмалла. Пăтрашăнчăк тăвас марччĕ.
[тӳрлет] Михайлов Спиридон Михайлович
Тархасшăн! Тĕрĕслĕр, статья пуррине малтан! Хушамачĕпе хушма ятне пĕрле çырма кирлĕ мар! Михайлов-Янтуш Спиридон Михайлович — кунта статья ячĕ Михайлов Спиридон Михайлович тата Янтуш Спиридон Михайлович пулмалла. Пĕри вĕсенчен тепри çине куçармалла. Халĕ тĕп статьи Михайлов Спиридон Михайлович.
Эпĕ чăваш çыравçисене (сăвăçисене, критикĕсене, литераторĕсене) кĕртсе пыратăп хуллен майĕпен. Халĕ О саспалли таран çитсе. Çавăнпа та О саспаллирен аяларах пуçланакан хушаматсене тĕрĕслесе пăхмалла — 99% чухне вĕсен çинчен çырнă статья пур. PCode 07:35, 19 çĕртме 2007 (UTC)
Юрать. Куна асăрхаман та, шутламан та. Пулать. Малашне тĕплĕнрех тĕрĕслĕп.
[тӳрлет] Пăлхар-чăвашсем
Пăлхар-чăваш халăх çук. Ăна Юхма Мишши чăвашсем=пăлхарсем кăтартмашкăн усă курать. Е пăлхарсем тесе çырăр, е чăвашсем. Тĕрĕсрех, Атăлçи Пăлхар вăхăтĕнче пăлхарсем пек палăртмалла, историре "чăвашсем" çирĕплене пуçланă вăхăтра - чăвашсем тесе çырмалла. PCode 06:46, 21 çĕртме 2007 (UTC)
- Çапла пулĕ. Тĕрĕс. Малалла уйăрăп.
[тӳрлет] Датăсене çырасси
Датăсене еретлĕ çырăр-ха тархасшăн. 1942 çулхи юпа, 18 Хĕрлĕ Çар Сталинград... — çакна саспа вуласа пăхăр. Эпĕ ăнланатăп, ун пек сырсан ссылка лартма çамăлрах. Анчах вулама илемлĕ мар. 1942 çулхи юпа уйăхĕн 18-мешĕнче Хĕрлĕ Çар Сталинград... — кăна вулама çăмăлрах. [[1942]] çулхи [[юпа, 18|юпа уйăхĕн 18-мешĕнче]] Хĕрлĕ Çар Сталинград... — кун пек çырма паллех ансатрах... PCode 20:16, 4 утă 2007 (UTC)
- Чăваш чĕлхи пичетлевне хăвăртлатас шутпа орфографие акăлчан-нимĕçсем çырнă ("September, 5" as exapmple) йĕркесемпе çулсем-кунсем питĕ ăнланмалла тухаççĕ. XXI (-мĕш) ĕмĕр ĕнтĕ халĕ.
[тӳрлет] Урмаел
Вырăсла Урмаево ятлă ялсем республикăра иккĕ — пĕри вĕсенчен чăвашла Урмаел (Элĕк районĕнчи) ятлă. Комсомольски районĕнчи ялĕ — Урмай ятлă. Тӳрлетичен малтан информацине тĕрĕслесе пăхар тархасшăн. Çак сайтра ялсен ячĕсене тĕрĕслеме пулать — http://zakupki.cap.ru/kladr/. PCode 18:05, 21 утă 2007 (UTC)
- Ку сайта та тĕрĕслемелле иккен. Сайта валли информаци илнĕ кĕнекене пăхрăм (ман фотокопи пур) — унта урăхла иккен. PCode 18:12, 21 утă 2007 (UTC)
Эпĕ Чăваш ТВ-пе илтрĕм (Олег Прокопьев кăларăмне)- Комсомольски районĕнчи Урмаел ялĕ терĕ, тата Урмаел тăрăхĕ теççĕ (çавăнтах, "сельское поселение"); Урмай — Элĕк çумĕнчи ял (нихăçан та çав яла виръялпа каламан). Юхма Мишшин "Авалхи чăвашсем" кĕнекинче те Урмай тесе çырнă (Саваскейпе Торсай).
[тӳрлет] ???
Кашни ялта мĕн тума кирлĕ МТС, Билайн çинчен, Элĕк сайчĕ??? Тата мĕн "ку ялта çынсем утса çӳреççĕ, кĕтӳ пур, курăк ӳсет" тесе çырмалли юлать-и ĕнтĕ? Элĕк сайчĕ çине ссылкăна Элĕк районĕ çинчен каласа паракан статьяра анчах лартмалла. Атя, Википедине мусор купи тумастпăр. Энчиклопедиллĕ статьясене çырмалла. Мусор купи тăвас килсен — тархасшăн, анчах мансăр /халĕ эсир кĕртнине ман пĕтĕмпех хуратса тухмалла-и? Хуратсан - кӳренетĕр ĕнтĕ.../. PCode 19:37, 27 утă 2007 (UTC)
- МТС, Билайн тата ытти çинчен çинчен пĕлес тесен, ял сайчĕ хыççăн район сайтне уçмалла, унта çук пулсан, теприне ... Çавăнпа пĕр статьярах çырас терĕм. Тата статьисем те пĕчĕк. Кайрантарах урăх инфо пулсан, хуратма пулать, е тӳрех, паянах. Мĕнле йĕрке, эп хирĕç мар.
- Статья çинче унпа çыханнисем кăна пулмалла. Ытти статьясене уçмалли — Википедин лайăх пайĕ — çынсем ял çнчен пĕлес тесе кĕнĕ хушăра район çинчен те пĕлме пултараççĕ (е тĕслĕхрен, ĕне çинчен). Çынсем ссылкăсем тăрăх куçма хистени — лайăх япала. PCode 07:15, 28 утă 2007 (UTC)
- МТС, Билайн çинчен ман шутпа ялсем çинчен çырнă статьясенче вырăнсăр. PCode 07:15, 28 утă 2007 (UTC)
-
-
- Паллах, МТС, Билайн компанисене тӳлевсĕр реклама тума кирлĕ мар. Кунпа килĕшмелле. Яла мĕнле ТВ кăларăмĕсем çитеççĕ, вырăнти хăш хаçатсене вулаççĕ — çак пайсене ял тăрăхне те лартсан нимех те мар. Тепĕртакран, тен, хăш-пĕр ялсенче кабельсем витĕр видео-сигналсем ярĕç.
- Кунта реклама пирки калаçу мар. Вырăнлă мар тесе шутлатăп. Атя, ял тăрăхĕ çинчен каласа паракан статья çинче асăнар та (енчен те хăш-пĕр ялсем уйрăлса тăраççĕ пулсан — уйрăммăн асăнса хăваратпăр /тĕслĕхрен, «Ку тăрăхри ялсенче ADSL технологийĕ пур. Çав-çав яла ADSL технологийĕ çитеймен-ха.»/) çитĕ. PCode 10:41, 28 утă 2007 (UTC)
- Паллах, МТС, Билайн компанисене тӳлевсĕр реклама тума кирлĕ мар. Кунпа килĕшмелле. Яла мĕнле ТВ кăларăмĕсем çитеççĕ, вырăнти хăш хаçатсене вулаççĕ — çак пайсене ял тăрăхне те лартсан нимех те мар. Тепĕртакран, тен, хăш-пĕр ялсенче кабельсем витĕр видео-сигналсем ярĕç.
-
-
-
- Вырăс тата акăлчан викисенче ку енчен ирĕклĕх, çавăнпа та кунта хăтланас терĕм.
- Вĕсем çине пăхса тăрсан... «ку ял урамĕсем тăрăх кĕтӳ çӳрет» тесе çырма ту пулать. Кĕтĕвĕсем пур-çке-ха :) Пур анчах мар, тӳрех паллă. Çав тӳрех паллă информацине ман шутпа кĕртме кирлĕ мар. Вăл уйрăмсенче питĕ нумай улшăнусем кĕртеççĕ, çавна май пĕтĕмпех тĕрĕслеймеççĕ. PCode 10:41, 28 утă 2007 (UTC)
- Вырăс тата акăлчан викисенче ку енчен ирĕклĕх, çавăнпа та кунта хăтланас терĕм.
-
-
-
- Тепĕр енчен, тĕнчери шырав серверĕсем валли пирĕн викире темĕн те пĕр нумай сăмах пулни питĕ вырăнлă, хăй патне чылай хут вăйлăн туртса илет. Сайтăн шырав-тупам индексĕ хăпарса пырать.
- Нумай çырас килет пулсан... «Ку ялта Пушкин, Лермонтов... пулман, слонсем утса çуремеççĕ, çĕр чĕтренĕвĕ пулмасть» тесе çырма пулать :) PCode 10:41, 28 утă 2007 (UTC)
- Тепĕр енчен, тĕнчери шырав серверĕсем валли пирĕн викире темĕн те пĕр нумай сăмах пулни питĕ вырăнлă, хăй патне чылай хут вăйлăн туртса илет. Сайтăн шырав-тупам индексĕ хăпарса пырать.
-
-
-
- Эпĕ Элĕк районе пирки çеç тултарма пултаратăп, ытти районсемпе йынăшсем тухаççĕ.
- Атя, çӳлерех çырнă пек калаçса татăлар та лайăх пулĕ: ссылкăсене — статьяпа çыхăннисене çеç, Çыхăну çинчен — ял тăрăхĕ çинчен каласа паракан статьясенче. Уйрăм ял çинчен каласа паракан статьяра — ытлашши. PCode 10:41, 28 утă 2007 (UTC)
- Эпĕ Элĕк районе пирки çеç тултарма пултаратăп, ытти районсемпе йынăшсем тухаççĕ.
-
-
-
- Хыçсăмах. Куна çырасшăн марчĕ, уншăн çилленмелле мар, анчах малашне пурнăçра тен кирлĕ пулĕ. Чăвашсем мусор купине мăшкăл купи теççĕ, ку ытла паха сăмах мар.
- Пирĕн тăрăхра апла калаççĕ те... Тĕрĕсрех çуп-çап купи темелле пулĕ-ха :) PCode 10:41, 28 утă 2007 (UTC)
- Хыçсăмах. Куна çырасшăн марчĕ, уншăн çилленмелле мар, анчах малашне пурнăçра тен кирлĕ пулĕ. Чăвашсем мусор купине мăшкăл купи теççĕ, ку ытла паха сăмах мар.
-
-
-
-
- ХÇ: Калаçăва отступсемпе уйăрсан — вулама çăмăлрах. Отступ тумашкăн «:» лартмалла. Хуравланă чухне пĕрре ытларах лартмалла. Тата вĕçĕнче ~~~~ лартсан — кам çырни палăрĕ. PCode 10:41, 28 утă 2007 (UTC)
-
-
- Тени ялĕ патĕнчи çырмара мамонт шăммисене тупă, вĕсем ĕлĕк çак вырăнта халĕ çук чĕрчунсем пулнине пĕлтерет. Тен, Элĕк таврашĕнче слонсем те çӳренĕ ик пин çул каялла. Халĕ ĕнтĕ тепĕр вунă çултан ĕне тата сурăх касăвĕсем те пĕтсе ларĕç. Паянкуна 80-мĕш çулсемпе пăхсан, килти выльăх шучĕ икĕ хут чакнă. 2020 çулта çырма пулать: "Кунта ĕлĕк ĕнесем курăк çинĕ" тесе. Тĕплĕн çырни вара кадастр ревизийĕ евĕр пулать. Çĕре упраса тытмалла, ун пек тимлĕ пулмасан шăхăртса каяççĕ. Тепĕр самантран çĕрсем касса пайлама пуçласан каю шăтĕ. Ялсем пĕтсен, кам вулĕ чăваш википедине? Уссăр ĕç çеç пулать. Е вики проекчĕ нумай килобайт парасшăн мар ял çине?
"Çыхăну çинчен — ял тăрăхĕ çинчен каласа паракан статьясенче". Эпĕ çакнах çырнăччĕ. Вырăсла çырса хурам (чăвашла илтмен): "Мы живем в эпоху победы PR над разумом". Мĕне нумайрах çырнă, çав аса юлать. Мĕн чухлĕ çырма юрать, çавăн пек тĕплĕн кăтартмалла, ытлашши çеç çырмалла мар. Вырăс викинче тĕрĕслесех тăраççĕ, мана вĕсем ял тăрăхĕсене (таблица йĕркине) тӳрлетсе пачĕç çеç, чарăк лартмарĕç. Пăхма пулать вĕсене те. Viktor 12:08, 28 утă 2007 (UTC)
[тӳрлет] А.А. архивĕ
Камăн архивĕ вăл? Ун архивĕнчи ӳкерчĕксене ирĕклĕ усă курма юрать-и? Анне палăкĕн сăнӳкерчĕкĕ манăн пур. Енчен те леш архиврине усă курма юрамасть (ун пек ирĕк çук пулсан) — тен хам тунă сăнӳкерчĕке кĕртес?
Тата, ӳкерчĕксем кĕртнĕ чухне шаблона усă курса (çулĕрех илсе кăтартнă текста копилесе кĕртсе лартма пултаратăр) ӳкерчĕк çинчен информацине тултарăр-ха. PCode 12:38, 29 утă 2007 (UTC)
- А.А. - ачалăхри юлташ, Питĕрте пурăнать. Сирĕн фотоӳкерчĕк пулсан, хăвăрăнне лартăр. Viktor 12:45, 29 утă 2007 (UTC)
- Вăл ирĕк панă-и вырнаçтарма? Вырнаçтарнишĕн вăрçмасть-и? Вăрçмасан — юлтăрин... Анчах пĕрине кăна хăвармалла ман шутпа (эсир унта 3 кĕртнĕ). PCode 13:34, 29 утă 2007 (UTC)
[тӳрлет] Анне палăкĕ
Вăл Хĕрлĕ лапамра мар та... Кӳлмекре (заливра) вырнаçнă. PCode 12:44, 29 утă 2007 (UTC)
- Уйрăм статья кирлĕ пуль ун валли?Viktor 12:47, 29 утă 2007 (UTC)
- Е ун валли уйрăм статья - Чăваш-анне уçмаллаViktor 12:50, 29 утă 2007 (UTC)
- Аха. Унта вара вăл ăçта вырнаçнине, ăна епле хатĕрленине тата ыттине каласа памалла. PCode 13:32, 29 утă 2007 (UTC)
[тӳрлет] Чăваш раскладки
Манăн каллех раскладка çĕмĕрлсе кайрĕ. Ярса парăр-ха ман валли. Viktor 05:04, 12 çурла 2007 (UTC)
- ftp://chuvash.org/pub/Chuvash%5fRaskladki/setup_cv.exe PCode 06:30, 12 çурла 2007 (UTC)
Таймапуç. Лартрăм. Халĕ ĕçлет малалла. 213.85.11.75 08:41, 12 çурла 2007 (UTC)
[тӳрлет] ĕ сас паллисене тӳрлетрĕм
Чăваш Ен страницинче ĕ паллине тӳрлетрĕм. Viktor 20:19, 16 çурла 2007 (UTC)