Çурçĕр Пăрлă океан
Wikipediaри материал
Çурçĕр Пăрлă океан, — Евразипе Çурçĕр Америка континенчĕсем хушшинче вырнаçнă, лаптăкĕпе чи пĕчĕк океан. Лаптăкĕ 14,75 млн км2, объемĕ 18,07 млн. км3. Чи тарăн вырăн Гренланди тинĕсĕн 5 527 метр тарăнăшĕнче вырнаçнă. Вăтамран тарăнăшĕ вара 1 225 метр.
[тӳрлет] Тинĕссем
Еврази патĕнче çак тинĕссем вырнаçнă: Норвеги, Баренцево, Шурă, Карск, Лаптевсен, Çурçĕр-Тухăç тата Чукотка тинĕсĕсем; Çурçĕр Америка хĕрринче çаксем вырнаçнă: Гренланди, Бофорт, Баффин, Гудзон заливĕ, Арктикăри Канадăн архипелагĕн заливĕсемпе проливĕсем.
[тӳрлет] Утравсем
Утравсен шучĕпе Çурçĕр Пăрлă океан Лăпкă океан хыççăн иккĕмĕш вырăна йышăнать. Чи пысăк утравсемпе архипелагсем: Арктикăри Канадăн архипелагĕ, Гренланди, Шпицберген, Франц-Иосиф Çĕрĕ, Çĕнĕ Çĕр, Çурçĕрти Çĕр, Новосибирск утравĕсем, Врангель утравĕ.
[тӳрлет] Судоходство
3-5 уйăх хушши Çурçĕр Пăрлă океан тăрăх тинĕссем утрлă тавар туртараççĕ. Ытларах енĕпе таварсене туртарма океана Раççей, АПШ тата Канада усă кураççĕ.
Пысăк портсем: Мурманск, Беломорск, Архангельск, Диксон, Тикси, Певек (Раççей); Тромсё, Тронхейм (Норвеги); Черчилл (Канада).
Океансем |
---|
Атлантика | Инди | Çурçĕр Пăрлă | Лăпкă | Кăнтăр |