Ангела Меркель
Wikipediaри материал
Ангела Меркель (ним. Angela Merkel), — нимĕç политикĕ, ХДС партиĕн ертӳçи. 1954 çулхи утă уйăхĕн 17 Гамбург хулинче çуралнă. 2005 çулхи чӳкĕн 21 пуçласа Германин федераллă канцлер вырăнне йышăнать.
[тӳрлет] Пурнăçĕ
Ангела Меркель Хорст Каснер пасторăн тата Герлинда Каснер вĕрентекенĕн çемьинче çуралнă. Виççĕмĕш ача пулнă. Ангела çуралнă хыççăн çемье ГДРти Темплин хулине куçнă. Унта унăн ашшĕ вырăнти прихота ертсе пыма пуçланă. Çамрăклăх вăхăтĕнче пионер организациĕнче, çамрăксен коммунистсен перлешĕвĕнче тăнă. Çав вăхăтрах вăл çамрăксен христианла демократсен организациĕнче тăна.
Шкула вырăс чĕлхине лайăх вĕренсе çитнĕ, кайрантарах акăлчан чĕлхине вĕреннĕ. 1978 çулта Лейпциг университетне физика енĕпе вĕренсе пĕтернĕ, 1986 çулта диссертаципе хӳтĕленĕ.
2005 çулхи Герхард Шрёдер пуçарса янипе пуçланă вăхăт çитмен суйлавра ăна ХДС партиĕн хăйĕн кандидат шутне кăларнă. Суйлав пуçламăшĕнче ХДС партиĕ социал-демократсенчен самай малта пулнă пулсанта суйлав вĕçĕнче ХДС партиĕ социал-демократсенчен кăшт кăна ытларах сасă пухнă.
2005 çулхи чӳкĕн 21 Ангела Меркеле Германин федераллă канцлер вырăнне суйласа илнĕ.
[тӳрлет] Ссылкăсем
- Ангела Меркель сайчĕ (нимĕçле)