Швед чĕлхи
Wikipediaри материал
Швед чěлхи (Svenska) — çурçěр герман ушкăнне кěрекен чěлхе. Швецире тата Финляндире патшаллăх чěлхи шутланать. Швед чĕлхине Швеци Академийĕ (Svenska Akademien) йĕркелесе пырать.
Швед чěлхи патне çывăххисем: дани тата норвеги чěлхисем. Çăванпа та датчансем тата норвежецсем шведсене, чĕлхесем пĕр пекрех пулнипе, пěр-пěрне лайăх ăнланаççĕ. Исланди тата фарер чěлхисем татах çӳрçěр герман чěлхисен группăна кереççě, анчах та пěчěкенех аякрах швед челхирен вырнăçнă.
Чěлхе кочě - sv е swe, sve (ISO 639 тăрăх). Чĕлхепе 9 млн. патнелле çын калаçать.
[тӳрлет] Алфавичě
Швед чěлхи 29 саспаллинчен тăрать. a b c d e f g h i j k l m n o p q r s t u v w x y z å ä ö
W саспаллине хăй тĕллĕн усă курмаççĕ, вăл V пек шутланать. Ăна çын ячĕсене тата урăх чĕлхерен илнĕ сăмахсене çырнă чухне кăна усă кураççĕ.