Хĕрлĕ тинĕс
Wikipediaри материал
Хĕрлĕ тинĕс, — Арави çуртутравĕпе Африка континенчĕ хушшинче вырнаçнă Инди океанĕн шалти тинĕсĕ. Хĕрлĕ тинĕс тектониллĕ айлăм вырăнĕнче вырнаçнă. Тинĕс хĕрринче Египет, Судан, Эфиопи, Эритрея, Сауд Аравиĕ, Йемен, Израиль тата Иордани патшалăхĕсем вырнаçнă.
Тинĕс тăршшĕ 2350 çухрăмпа, сарлакăшĕ 350 çухрăмпа танлашать. Чи тарăн вырăнĕ 3 пин метра çитет. Тинĕс лаптăкĕ — 450 пин км2.
Çурçĕр енче Суэцк каналĕпе Вăтаçĕр тинĕсĕпе çыхăннă, кăнтăр енче Баб-эль-Мандеб проливĕ тăрăх — Арави тинĕсĕпе.
[тӳрлет] Заливĕсем
Тинĕсĕн икĕ залив:
- Суэцк заливĕ
- Акаба заливĕ
Çак икĕ залив пĕр-пĕринчен Синай çурутравĕпе уйрăлса тăраççĕ.