Мăн Ямаш
Википедири материал
Мăн Ямаш, — Чăваш Енĕн Элĕк районĕнчи ял. Малтан çавăн пекех Ваçка Çырми ятпа паллă пулнă.
[тӳрлет] Истори
1927 çулчен Етĕрне уесĕне кĕнĕ пулнă. 1920 çулхи çу уйăхĕн 1-мĕшĕ тарин Шăмат вулăсне, кайран Хучаш вулăсне кĕнĕ. 1926 çулхи авăн уйăхĕн 22-мĕшĕ хыççăн Атакасси вулăсĕ шутне кĕнĕ.
1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 хыççăн Хĕрлĕ Чутай районне, 1939 çулхи пуш уйăхĕн 17 хыççăн Советски районне, 1956 çулхи чӳк уйăхĕн 26 хыççăн Элĕк районне, 1962 çулхи раштав уйăхĕн 20 хыççăн Етĕрне районне кĕнĕ. 1965 çулхи пуш уйăхĕн 14 хыççăн хальхи вăхăтчен Элĕк районне кĕрет.
[тӳрлет] Паллă çыннисем
- Синичкин Виссарион Вениаминович, чăваш çыравçи, сăвăçи, драматургĕ.
- Трофимов Захар Трофимович, - генерал-майор.
- Ямаш Владимир Михайлович, çыравçă, сăвăç.