Урхас Кушкă
Википедири материал
Урхас Кушкă, — Чăваш Енĕн Сĕнтĕрвăрри районĕнчи ял. Ку ял çывăхĕнчи вăрмана Михаил Федорович Федоров хăйĕн «Арçури» поэминче асăннă.
[тӳрлет] Истори
1917 çултанпа 1927 çулчен Шупашкар уесĕн Воскресенски вулăсне кĕнĕ.
1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 Сĕнтĕрвăрри районне, 1939 çулхи пуш уйăхĕн 17 Октябрьски районне, 1959 çулхи утă уйăхĕн 14 хыççăн каллех Сĕнтĕрвăрри районне, 1962 çулхи раштав уйăхĕн 20 хыççăн Çĕрпӳ районне кĕнĕ. 1965 çулхи пуш уйăхĕн 14 хыççăн пуçласа хальхи вăхăтчен Сĕнтĕрвăрри районне кĕрет.
[тӳрлет] Паллă çыннисем
- Золотницкий Николай Иванович, чăваш чĕлхи пĕлĕвĕн никĕсне хываканĕ, тĕпчевçĕ, этнограф.