Хитекушкăнь
Википедири материал
Хитекушкăнь, — Чăваш Енĕн Элĕк районĕнчи ял. Тавăт ял тăрăхĕнче шутланать.
Тупмалли |
[тӳрлет] Этимологи
Ял ячĕ Хитек ойконим çумне "ушкăнь" топоформант хушăнса пулнă.
"Пирĕн яла ĕлĕкех Хитек тенĕ. Кунта чи малтан Хитек ятлă çын куçса килнĕ тет. Унăн 3 ывăл пулнă: Йăхти, Йăхатни, Йăрлак." (87 çулхи А. Марков каланине 1946 çулта А. С. Канюкова çырса илнĕ.)
[тӳрлет] Халăх йышĕ, ял тытăмĕ
Ялта 175 (2006) çын пурăнать. Икĕ урам — Çыран хĕрри, Ленин урамĕсем.
[тӳрлет] Иртнĕ ĕмĕрте
1859 çулта Хитекре 33 кил, 78 арçынпа 77 хĕрарăм пурăннă. 1907 çулта — 379 çын, 1926 çулта 86 килте 407 çын пурăннă
[тӳрлет] Истори
1927 çулчен Етĕрне уесĕн Элĕк вулăсне кĕнĕ. 1927 çулхи юпа уйăхěн 1 хыççăн Элĕк районне, 1962 çулхи раштав уйăхĕн 20 хыççăн Варнар районне кĕнĕ. 1965 çулхи пуш уйăхĕн 14 хыççăн хальхи вăхăтчен Элĕк районне кĕрет.
[тӳрлет] Паллă çыннисем
- Андреев Иван Андреевич, - чăваш чĕлхи тĕпчевçи.
- Ванин Фёдор Евграфович, - чăваш сăвăçи.
- Марков Анатолий Семенович, - Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ.
- Марков Борис Семёнович, - чăваш халăх артисчĕ, режиссёр.
- Скворцова Матрена Степановна, - Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ.
- Степанов Михаил Степанович, — Ĕç Паттăрĕ.
[тӳрлет] Вуламалли
- Л. И. Ефимов, "Элĕк Енĕ", Элĕк, 1994.