Юманлăх
Википедири материал
Юманлăх, — Чăваш Енĕн Элĕк районĕнчи ял, Элĕк ял тăрăхне кĕрет.
Тупмалли |
[тӳрлет] Тавралăхĕ, ял тытăмĕ, халăх йышĕ
Элĕкрен ултă çухрăмра вырнаçнă. Юнашар Качалав ялĕ ларать. Ялта виçĕ урам — Шоссепе Буденный урамĕсем, Çăка пăралукĕ, 194 çын (2006) пурăнать.
[тӳрлет] Истори
1927 çулчен Етĕрне уесĕн Элĕк вулăсĕнче шутланнă. 1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 хыççăн Элĕк районне, 1962 çулхи раштавăн 20 хыççăн Вăрнар районне кĕнĕ. 1965 çулхи пуш уйăхĕн 14 хыççăн хальхи вăхăтчен Элĕк районне кĕрет.
[тӳрлет] Этимологи
Хăйĕн ятне ял авал ку вырăнта сĕм юман вăрманĕ пулнăранпа туянса юлнă.
[тӳрлет] Паллă çынсем
- Димитриев Петр Димитриевич, - Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ.
- Ильина Екатерина Семеновна, - Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ.