Вăтаçĕр тинĕсĕ
Wikipediaри материал
Вăтаçĕр тинĕсĕ, — Атлантика океанне кĕрекен тинĕс. Атлантика океанĕпе Гибралтар проливĕпе çыхăннă. Вăтаçĕр тинĕсĕ шутне Мрамор, Хура татат Азов тинĕсĕсем кĕреççĕ. Лаптăкĕ 2500 пин км2. Тарăнăшĕ вăтамран 1541 метр, чи тарăн вырăн — 5121 метр.
Вăтаçĕр тинĕсĕ хĕрринче Испани, Франци, Итали, Мальта, Югослави, Хорвати, Словени, Босни тата Герцеговина, Албани, Греци, Болгари, Румыни, Украина, Раççей, Турци, Кипр, Сири, Ливан, Израиль, Египет, Ливи, Тунис, Алжир, Марокко патшалăхĕсем вырнаçнă.
Чи пысăк утравсем: Балеар утравĕсем, Корсика, Сардини, Сицили, Крит тата Кипр.