Web Analytics


https://www.amazon.it/dp/B0CT9YL557

We support WINRAR [What is this] - [Download .exe file(s) for Windows]

CLASSICISTRANIERI HOME PAGE - YOUTUBE CHANNEL
SITEMAP
Audiobooks by Valerio Di Stefano: Single Download - Complete Download [TAR] [WIM] [ZIP] [RAR] - Alphabetical Download  [TAR] [WIM] [ZIP] [RAR] - Download Instructions

Make a donation: IBAN: IT36M0708677020000000008016 - BIC/SWIFT:  ICRAITRRU60 - VALERIO DI STEFANO or
Privacy Policy Cookie Policy Terms and Conditions
Антарктида — Википеди

Антарктида

Википедири материал

Антарктидăн спутник фотоӳкерчĕкĕ
Антарктидăн спутник фотоӳкерчĕкĕ

Антаркти́да (ἀνταρκτικός — Арктикăн тепĕр енĕ) — Çĕрĕн кăнтăрĕнчи континенчĕ, Антарктидăн тĕп варри кăнтăр географи полюсĕпе пĕр танах темелле.

Тупмалли

[тӳрлет] Çутçанталăк

2-мĕш ӳкерчĕк. Материкăн çĕр пичĕ (рельефĕ), хĕрлĕпе çӳллĕшсене кăтартнă
2-мĕш ӳкерчĕк. Материкăн çĕр пичĕ (рельефĕ), хĕрлĕпе çӳллĕшсене кăтартнă

[тӳрлет] Рельефĕ тата пăрлăхлă витĕмĕ

Ӳкерчĕк:Antarctic.Ice.Flow.jpg
3-мĕш ӳкерчĕк. Антарктикă пăр таткисен хăвăртлăхĕсем.

Антарктида — Çĕр çинчи чи çӳллĕ континент, кунти çĕр пичĕн вăтам çӳллĕшĕ 2000 м, континенчĕн варринче тăрри 4000 метăра çĕкленет. Çак çӳллĕшĕн чылайăш çĕрĕ пĕрмайах пăрпа витĕннĕ, айĕнче — континентăн çĕр пичĕ, унăн ~5 % лаптăкĕ çеç пăртан таса — ку çĕрсем Анăç Антарктидăпа Трансантарктикă тăвĕсенче: утравсем, çыран хĕр татăкĕсем, «типĕ айлăмсем» тата пăрлăх çийĕн çӳле кармашакан уйрăм ту виркĕсĕсемпе тăррисем (нунатаксем). Трансантарктикă тăвĕсем, пĕтĕм материка касса иккĕне пайлакан (тĕрлĕ уйрăм пулăмлă тата геологи тытăмĕллĕ Анăçпа Тухăç Антарктиди). Тухăçĕнче çӳллĕ (чи çӳллĕ пăрлă вырăнĕ тинĕс шайĕнчен ~4100 м), пăрпа хупланнă плато. Анăç енĕ хăйсем хушшинче пăрпа çыхăннă сăртлă утравĕсен ушкăнĕнчен пухăнать. Лăпкă океан çыранĕн хĕрринче Антарктикă Андĕсем вырнаçнă, çӳллĕшĕ 4000 м ытла; чи çӳллĕ тӳпи — тинĕс шайĕнчен 4892 м çӳллĕшĕнче— Сентинел ту хысакĕн Винсон массивĕ. Анăç Антарктидăра континентăн чи тарăн шăтăкĕ — Бентли шăтăкĕ, рифтăран пулнă темелле. Бентли шăтăкĕн тарăннăшĕ, пăрпа тулнăскер, тинĕс шайĕнчен 2555 м аялларах пулать. Антарктикăн пăрлăх хӳтлĕхĕ планетăн пысăк пăрлăх хӳтлĕхĕ шутланать, Гренланди пăрлă хӳтлĕхĕнчен лаптăкĕпе 10 хута яхăн мăнă. Кунта ~30 млн. çм³ пăр пурлăхĕ, тепĕр сăмахпа, Çĕр çинчи типçĕрĕн 90 % пулать. Пăрлăх хӳтлĕхĕ тӳпе (купол) евĕрлĕ, чăнки с увеличением крутизны поверхности к побережью, где он переходит в ледовые уступы или шельфовые ледники. Пăрлăхăн вăтам хулăнăшĕ 2500—2800 м, Тухăç Антарктидăн хăшпĕр çĕрĕсенче — 4800 м. Пухăнса пынă пăрлăх хуплăвĕ абляци (аркану) тĕлнелле, континентăн çыранĕн хĕррине (Ӳкер. 3) юхать; пăр катăлса, айсберг пулса тăрать. Çул тăсăлăвĕнчи абляци калăпăшĕ — 2500 çм³. Анăç Антарктидăра айлăмри шельф пăрлăхĕсен пайĕ пĕтĕм шутĕнчен ~10 % пулать, çак пăрлăхсенчен капай айсбергсем тухаççĕ, вĕсем Гренланди фиорд пăрлăхĕсенчен патмартарах пулаççĕ; сăмахран, 2000 çулта шельф Росс пăрлăхĕнчен çав тери мăн (2005 çул тĕлне) 10 000 км² ытла лаптакĕллĕ B-15 айсбергĕ калса уйрăлчĕ. Çу тапхăрĕнче (Çĕрĕн кăнтăр çур чăмăрĕнче хĕлле пулать вăл) Антарктика çурутравĕ таврашĕнчи тата Росс тинĕсĕнчи шельф пăрлăхĕсем анлăланса кайнипе Антарктидăн пăрлăх лаптăкĕ 3—4 млн. çм² калăпăш чухлĕ ӳсет. Антарктидăн хальхи пăрлă пĕркевĕ темиçе миллион çул каялла пулса тăнă, малтан Кăнтăр Америкăпа Антарктика çурутравне çыхăнтаракан пымакĕ шыв айне кайнă, пулмалла, вара çакăн хыççăн, антарктика циркумполяр юхăмĕсем (Анăç Çилĕсен юхăмĕ) пулса каяççĕ, антарктикăçум шывсем Тĕнче Океанĕнчен уйрăлаççĕ — çак шывсем Кăнтăр океанĕ шутне кĕреççĕ.

[тӳрлет] Геологи тытăмĕ

[тӳрлет] Тухăç Антарктидăн геологи тытăмĕ

Тĕплĕнрех Антарктида геологийĕ статьяра тĕпчесе вулăр.

Канал Лемэра
Канал Лемэра

Тухăç Антарктида авалхи кембриченхи континент платформи (кратон) пулать, вăл Инди, Бразилии, Африка тата Австрали платформисемпе пĕр танăш шутланать . Çак пур кратонсем Гондвана суперконтинент арканса кайсан пулса тăнă. Кристаллă фундаменчĕн чулĕсен çул шучĕ 2,5—2,8 млрд. çула çитет, чи ĕлĕкхи тăприсем Эндерби çĕрĕнчи — 3 млрд. çул ытла ватă.

[тӳрлет] Анăç Антарктидăн геологи ăшчикĕ

Анăç Антарктидă çамрăк та таткаланса пĕтнĕ пайĕ шутланать, вăл юлашки 500 млн. çул хушшинче антарктикă плитти çумне континтăн пĕчĕк фрагменчĕ-микроплиттисем çыпçаннă май пулса тăнă. Юлашкисенчен чи пысăкки Элсворт тăвĕсем, Антарктикă çурутравĕ тата Мэри Берд çĕрĕ шутланаççĕ. Çак микроплиттасем антарктикă плиттипе çапăннипе Анăç Антарктикăн тăвĕсем ӳссе тăраççĕ.

[тӳрлет] Сейсмă хастарлăхĕ. Вулканисăм.

Антарктидă тектоникă енчен лăпкă континент шутланать. вулканисăм анăç Антарктикăпа Андă тапхăрĕнчи ту йышăланăвĕнче пулса тăнă Антарктикă çурутравĕпе çыхăннă. Хăш вулканĕсем, уйрăмах утраврисем, юлашки 200 çул хушши пĕрхĕнсе ларнă. Антарктидăн чи хастар вулканĕ — Эребус. Ăна «Кăнтăр полюсĕн çулне сыхлакан вулкан» теççĕ.

[тӳрлет] Климат

Антарктидăри вăтам хĕл (сулахайра) тата çу (сылтăмра) температури
Антарктидăри вăтам хĕл (сулахайра) тата çу (сылтăмра) температури

Тĕплĕнрех Антарктикă климачĕ статьяра вулăр. Антарктида çав тери хаяр сивĕ климатпа палăрса тăрать. Тухăç Антарктидăра абсолютлă сивĕ полюсĕ вырнаçнă, унта чи аял температурăна −89,2 °C («Восток» станцийĕ çумĕнче) палăртса çырса илнĕ.

[тӳрлет] Варринчи шывсем

Танкăр тăвĕсем, Ливингстон (Смоленск)
Танкăр тăвĕсем, Ливингстон (Смоленск)

[тӳрлет] Органикă тĕнчи

Антарктидăри император пингвинĕсем
Антарктидăри император пингвинĕсем


Антарктикă крилĕ Euphausia superba
Антарктикă крилĕ Euphausia superba


Каталун йĕнерлĕхĕпе Брансфильд кӳлмекĕ
Каталун йĕнерлĕхĕпе Брансфильд кӳлмекĕ

[тӳрлет] Çын тата Антарктида

[тӳрлет] Континета тĕпченĕ истори

Антарктидăна (кăрлач, 28) 1820 çулта вырăс экспедицийĕ Фаддей Беллинсгаузенпа Михаил Лазарев ертсе пынипе уçнă. Вĕсем "Восток" тата "Мирный"шлюпсемпе хальхи Беллинсгаузен пăрлăхĕ шельф районĕ патĕнче çĕнĕ континента сăнанă. Континент çине пĕрремĕш кăрлач, 24 1895 çулта норвегсен «Антарктик» карапĕн капитанĕ Кристенсен тата Карлстен Борхгрёвинк, çутçанталăк тĕпчевĕсен вĕрентӳçи ура пуснă.

[тӳрлет] Антарктидăн статусĕ

Ханна сăмсахĕ
Ханна сăмсахĕ

1959 çулхи раштав, 1 çирĕплетсе йышăннă, 1961çулхи çĕртме, 23 вăйа кĕнĕ Антарктикă килĕшӳ хучĕ тăрăх, Антарктида нимле патшалăха та пăхăнса тăмасть. Кунта тĕпчев ĕçĕсем çеç ирттерме ирĕк панă. Çар объекчĕсене туса лартма, çаплах çар карапĕсен тата хĕçпăшалланнă карапсен 60-мĕш градус широтинчен кăнтăралла кĕме юрамасть. XX ĕмĕрĕн 1980–мĕш çулĕсенче Антарктидана ядерлăсăр зона шутне кĕртнĕ, çакăнтанпа ун шывĕсенче атомоход-пăраххутсене çӳреме ирĕк паман, материкĕнче — атомлă энергоблоксене туса лартма е илсе кĕме чарнă. Халĕ килĕшӳ хучĕ шутне ал пусса кĕнĕ патшалăхсен шучĕ 28 (ĕç сасăллă правапа) тата чылай пăхса тăран патшалăхсем.

[тӳрлет] Территори хапсăнăвĕсем

Антарктикăн территорине пайласа хурас хапăну тĕллевĕсем
Антарктикăн территорине пайласа хурас хапăну тĕллевĕсем

Килĕшӳ хучĕ çумне хутшăннă патшалăхсем хăйсен çак континент территорине тата юнашар çĕрсене хапсăнăнавĕсене пусарăнтарнă. Çав хушăрах хăш çĕршывĕсен территори хапсăнăвĕсем питĕ виçесĕр. Тĕслĕхрен, Норвеги хăйĕн территорийĕнчен вунă хут калăплăрах çĕр (çав шутра Петр I утравĕ çине (ăна Беллинсгаузенпа Лазарев экспедицийĕ уçнă) çине куç хунă. Чылай территорине Аслă Британи харпăрласшăн. Австрали хăйĕн территорине Антарктидăн çур территорине кĕртесшĕн, çав çĕрсенех «франци» Адели çĕрĕ хĕсĕнсе кĕрет. Çĕнĕ Зеланди те хăйĕн хапсăнăвне кăтартать. Аслă Британи, Чили тата Аргентина пĕр территориех хапсăнаççĕ, Антарктика çурутравĕпе Кăнтăр Шетланди утравĕсене хăйсем çумне хушасшăн. Уйрăм тăрăмсем — АПШпа Раççейĕн, вĕсем хăйсем те Антарктикă территори хапсăнăвне палăртса кăтартасси пирки çирĕплетнĕ пулин те, паянкуна çакна пурнăçа кĕртмен. Икĕ çĕршыв пĕр-пĕринĕнне те, ытти патшалăхсен хапсăнăвне те йышăнмаççĕ. Антарктикă территорийĕнче темиçе виртуаллă патшалăх, сăмахран, Имморти вырнаçтарнă. Материкăн пĕр пайĕ çине Доминион Мельхиседека хапсăнать.

[тӳрлет] Мĕншĕн Антарктидăна тĕпчемелле, харпăрламалла?

Антарктикăри почтă
Антарктикăри почтă
  • Антарктида — этемлĕхĕн юлашки перекетлĕ пурлăхĕ ытти пилĕк пурăнăçлă континент çинче минерал чĕр таварĕ пĕтсен кунта тупма пулать. Геологсем çирĕплетсе калаççĕ, Антарктидăн çĕр ăшĕнче чылай шутлă усăллă пуянлăхсем — чул тăприсем, чул кăмрăкĕсем пур, пăхăр, никĕл, тăхлан, цинк, молибден тăприсен йĕрĕсене тупнă, ту хрустальне, слюдана, графита тел пулнă.
  • Çурçĕр çĕр чăмăрĕнче Гольфстрим юхăмне тĕпчени пекех, кăнтăр континентăн климатне сăнани тата метеорологи ĕçĕсене туса пыни, Çĕр çинчи климăта ертсе пыракан факторсене шута-вырăна илме пулăшать.
  • Антарктидăра тĕнчери 90 % тăварсăр шывĕ упранать.
  • Антарктидăра космосăн сĕмне, Çĕр витĕмĕнчи ĕç пулăмĕсене тĕпчеме ансат.
  • Гляциологи, пăрăн тытăмне тĕпчекен ăслăлăх паянах ĕнтĕ тĕплĕ тĕпчев тухăçĕсем тăрăх эпир Çĕр темиçе çĕр пин çул маларах мĕнле пулнине пĕлме пулăшать. Антарктидăн пăрлăх витĕмĕнче пирĕң планетăн климăчĕпе атмосферăн хисепĕ-шучĕн малри çĕр пин çул хыпарĕсене тупма пулать. Пăрлăхăн тĕрлĕ сийĕсем хими йышĕ-хисепĕпе Хĕвелĕн юлашки темиçе ĕмĕр хушшинчи хастарлăхне палăртма мел параççĕ.
  • Темиçе миллион çул каялла Антарктидăра пурăннă микроорганисăмсене тĕл пулма, вĕсене тĕпчеме шанчăк тухать (Тухăç кӳлли статьяна вулăр).
  • Антарктика базисем, уйрăмах континентăн периметăрĕпе вырнаçнă раççейĕн станцийĕсем, планетăн сейсми хастарлăхне сăнаса тăма питĕ хевтеллĕ.
  • Антарктикă базисенче Уйăхпа Марса колонизации тăвас технологисен ĕçсене те тĕрĕслеççĕ.

[тӳрлет] Халăх йышĕ

Шартлама сивĕ климăчĕ пирки Антарктидăра пĕрмай пурăнакан халăх çук. Унта тĕпчев тĕпĕсене вырнаçтарнă. Вăхăтлаха пурăнакансен шучĕ Антарктидăра 4000 çынран çулла (раççейсем 150 яхăн) 1000 çына таран хĕлле (раççейсем 100 яхăн) пулать. Антарктидăн çӳлти шай интернет-доменне .aq палăрту тивĕçтернĕ, телефон префиксĕ — +672.

[тӳрлет] Пĕтĕм тĕнче ăшăнса пыракан пулăмĕсем

Антарктидă çыранĕсене Кăнтăр океанăн шутне (Раççейре ку океана Инди, Лăпкă тата Атлантика океанĕсен кăнтăр пайĕсене кĕртеççĕ) шывĕсем хумпа çапаççĕ. Континентăн лаптăкĕ 14,4 млн. çм² яхăн (вĕсенчен 1,6 млн. çм² шельф пăрлăхĕсем пулаççĕ).

[тӳрлет] Раççей Антарктикăра

145 çул Антарктидăна уçнăранпа
145 çул Антарктидăна уçнăранпа

Пурĕ Антактидăра 45 яхăн çулталаклă тĕпчев станцийĕсем ĕçлеççĕ. Халĕ Раççейĕн Антарктидăра пилĕк станци тата йри пĕр база пур:

  • Мирный
  • Восток
  • Новолазаревская
  • Прогресс
  • Беллинсгаузен
  • Дружная-4 (база)

Виçĕ станцине вăхăтлăха хупса хунă:

  • Молодёжная
  • Русская
  • Ленинградская

Ыттисене пĕтерсе хунă:

  • Пионерская
  • Комсомольская
  • Советская
  • Восток-1
  • Лазарев
  • Полюс недоступности
  • Оазис (1959 çулта Польшăна панă)

Тĕплĕнрех «Российские антарктические станции» пăхăр.

  • [1] Арктикăпа антарктикă тĕпчев институчĕн сайчĕ.

[тӳрлет] Çавăн пекех пăхăр

Пăлхарсен антарктика картографине — 10 çул
Пăлхарсен антарктика картографине — 10 çул
  • Айсберг
  • Антарктика
  • Тухăç (кӳлĕ)
  • Шельф пăрлăхĕ
  • Антарктика (фильм)
  • Антарктикăн филателийĕ

[тӳрлет] Каçăсем

Static Wikipedia 2008 (no images)

aa - ab - af - ak - als - am - an - ang - ar - arc - as - ast - av - ay - az - ba - bar - bat_smg - bcl - be - be_x_old - bg - bh - bi - bm - bn - bo - bpy - br - bs - bug - bxr - ca - cbk_zam - cdo - ce - ceb - ch - cho - chr - chy - co - cr - crh - cs - csb - cu - cv - cy - da - de - diq - dsb - dv - dz - ee - el - eml - en - eo - es - et - eu - ext - fa - ff - fi - fiu_vro - fj - fo - fr - frp - fur - fy - ga - gan - gd - gl - glk - gn - got - gu - gv - ha - hak - haw - he - hi - hif - ho - hr - hsb - ht - hu - hy - hz - ia - id - ie - ig - ii - ik - ilo - io - is - it - iu - ja - jbo - jv - ka - kaa - kab - kg - ki - kj - kk - kl - km - kn - ko - kr - ks - ksh - ku - kv - kw - ky - la - lad - lb - lbe - lg - li - lij - lmo - ln - lo - lt - lv - map_bms - mdf - mg - mh - mi - mk - ml - mn - mo - mr - mt - mus - my - myv - mzn - na - nah - nap - nds - nds_nl - ne - new - ng - nl - nn - no - nov - nrm - nv - ny - oc - om - or - os - pa - pag - pam - pap - pdc - pi - pih - pl - pms - ps - pt - qu - quality - rm - rmy - rn - ro - roa_rup - roa_tara - ru - rw - sa - sah - sc - scn - sco - sd - se - sg - sh - si - simple - sk - sl - sm - sn - so - sr - srn - ss - st - stq - su - sv - sw - szl - ta - te - tet - tg - th - ti - tk - tl - tlh - tn - to - tpi - tr - ts - tt - tum - tw - ty - udm - ug - uk - ur - uz - ve - vec - vi - vls - vo - wa - war - wo - wuu - xal - xh - yi - yo - za - zea - zh - zh_classical - zh_min_nan - zh_yue - zu -

Static Wikipedia 2007 (no images)

aa - ab - af - ak - als - am - an - ang - ar - arc - as - ast - av - ay - az - ba - bar - bat_smg - bcl - be - be_x_old - bg - bh - bi - bm - bn - bo - bpy - br - bs - bug - bxr - ca - cbk_zam - cdo - ce - ceb - ch - cho - chr - chy - co - cr - crh - cs - csb - cu - cv - cy - da - de - diq - dsb - dv - dz - ee - el - eml - en - eo - es - et - eu - ext - fa - ff - fi - fiu_vro - fj - fo - fr - frp - fur - fy - ga - gan - gd - gl - glk - gn - got - gu - gv - ha - hak - haw - he - hi - hif - ho - hr - hsb - ht - hu - hy - hz - ia - id - ie - ig - ii - ik - ilo - io - is - it - iu - ja - jbo - jv - ka - kaa - kab - kg - ki - kj - kk - kl - km - kn - ko - kr - ks - ksh - ku - kv - kw - ky - la - lad - lb - lbe - lg - li - lij - lmo - ln - lo - lt - lv - map_bms - mdf - mg - mh - mi - mk - ml - mn - mo - mr - mt - mus - my - myv - mzn - na - nah - nap - nds - nds_nl - ne - new - ng - nl - nn - no - nov - nrm - nv - ny - oc - om - or - os - pa - pag - pam - pap - pdc - pi - pih - pl - pms - ps - pt - qu - quality - rm - rmy - rn - ro - roa_rup - roa_tara - ru - rw - sa - sah - sc - scn - sco - sd - se - sg - sh - si - simple - sk - sl - sm - sn - so - sr - srn - ss - st - stq - su - sv - sw - szl - ta - te - tet - tg - th - ti - tk - tl - tlh - tn - to - tpi - tr - ts - tt - tum - tw - ty - udm - ug - uk - ur - uz - ve - vec - vi - vls - vo - wa - war - wo - wuu - xal - xh - yi - yo - za - zea - zh - zh_classical - zh_min_nan - zh_yue - zu -

Static Wikipedia 2006 (no images)

aa - ab - af - ak - als - am - an - ang - ar - arc - as - ast - av - ay - az - ba - bar - bat_smg - bcl - be - be_x_old - bg - bh - bi - bm - bn - bo - bpy - br - bs - bug - bxr - ca - cbk_zam - cdo - ce - ceb - ch - cho - chr - chy - co - cr - crh - cs - csb - cu - cv - cy - da - de - diq - dsb - dv - dz - ee - el - eml - eo - es - et - eu - ext - fa - ff - fi - fiu_vro - fj - fo - fr - frp - fur - fy - ga - gan - gd - gl - glk - gn - got - gu - gv - ha - hak - haw - he - hi - hif - ho - hr - hsb - ht - hu - hy - hz - ia - id - ie - ig - ii - ik - ilo - io - is - it - iu - ja - jbo - jv - ka - kaa - kab - kg - ki - kj - kk - kl - km - kn - ko - kr - ks - ksh - ku - kv - kw - ky - la - lad - lb - lbe - lg - li - lij - lmo - ln - lo - lt - lv - map_bms - mdf - mg - mh - mi - mk - ml - mn - mo - mr - mt - mus - my - myv - mzn - na - nah - nap - nds - nds_nl - ne - new - ng - nl - nn - no - nov - nrm - nv - ny - oc - om - or - os - pa - pag - pam - pap - pdc - pi - pih - pl - pms - ps - pt - qu - quality - rm - rmy - rn - ro - roa_rup - roa_tara - ru - rw - sa - sah - sc - scn - sco - sd - se - sg - sh - si - simple - sk - sl - sm - sn - so - sr - srn - ss - st - stq - su - sv - sw - szl - ta - te - tet - tg - th - ti - tk - tl - tlh - tn - to - tpi - tr - ts - tt - tum - tw - ty - udm - ug - uk - ur - uz - ve - vec - vi - vls - vo - wa - war - wo - wuu - xal - xh - yi - yo - za - zea - zh - zh_classical - zh_min_nan - zh_yue - zu -

Sub-domains

CDRoms - Magnatune - Librivox - Liber Liber - Encyclopaedia Britannica - Project Gutenberg - Wikipedia 2008 - Wikipedia 2007 - Wikipedia 2006 -

Other Domains

https://www.classicistranieri.it - https://www.ebooksgratis.com - https://www.gutenbergaustralia.com - https://www.englishwikipedia.com - https://www.wikipediazim.com - https://www.wikisourcezim.com - https://www.projectgutenberg.net - https://www.projectgutenberg.es - https://www.radioascolto.com - https://www.debitoformtivo.it - https://www.wikipediaforschools.org - https://www.projectgutenbergzim.com