Хирлеппуç Мĕлĕш
Википедири материал
Хирлеппуç Мĕлĕш (кĕскен Хирлеппуç), — Чăваш Енĕн Элĕк районĕнчи ял, Тавăт ял тăрăхне кĕрет..
Тупмалли |
[тӳрлет] Тавралăхĕ
Ялăн координачěсем: 55 град 44' 1 çурçĕр широти, 46 град 39' 56 тухăç долготи. Элĕкрен хĕвеланăçнелле 6 çухрăмра вырнаçнă. Урамсем Хирлеп шывĕн икĕ енче саралса ларнă. ялтан хěвеланăç еннелле - Шураç тата Шăлан выççăлки, çурçěр еннелле- Кораккаси, кăнтăрта - Хуравар, Хитекушкăнь, Тавăт ялěсем вырнаçнă.
[тӳрлет] Этимологи
Хăйĕн ятне ял Хирлеп юханшывăн пуçламăшĕнчен йышăнса илнĕ. Халăхăн авалтан упранса юлнă халапĕсенче Хирлеппуç Мĕлĕш ялне пуçласа яраканĕ тĕне кĕмен Мĕлĕш ятлă чăваш пулнă. Çавăн пекех Хуравар, Хитек, Торăпкасси, Çĕнушкăнь тата Павлушкăнь ялĕсене те Мĕлĕш теççĕ. Хĕрлĕ Чутай районĕнче, Кушлавăш яле çумĕнче те Мĕлĕш ялĕ пур. Çак яла Элĕк тăрăхĕнчи Мĕлĕшсем куçса кайса йĕркелесе хунă, теççĕ ялти ватă çынсем.
[тӳрлет] Халăх йышĕ, ял тытăмĕ
Ялта 245 çын (2006) пурăнать; 5 урам: Тĕп (авалхи ячĕ - Улăх), Кооператив (Хăркăн), Пăралук (Хирлеп кукăрĕ, Турчка кукăрĕ урамсене пĕрлештернĕ хыççăн), Шкул (Ускам), Комсомол урамĕсем. Ялта сакăр çул вĕренмелли шкул (халĕ хупнă), фельдшер уйрăмĕ, культура çурчĕ, вулавăш, кооператив лавкки пур. Кунта пĕр хутлă çуртсем лараççĕ, хутран-ситрен икĕ хутлисем те тĕл пулаççĕ. Элĕкрен Хирлеппуçе çити Торăпкасси урлă асфальт çулĕ пырать. Ял çумĕнче хыр вăрманĕ пур. Çуммăнах çамрăк хутăш вăрман ешерет.
[тӳрлет] Истори
1927 çулчен Етĕрне уесĕн Элĕк вулăсĕнче шутланнă.1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 хыççăн Элĕк районне, 1962 çулхи раштав уйăхĕн 20 хыççăн Вăрнар районне кĕртнĕ. 1965 çулхи пуш уйăхĕн 14 хыççăн хальхи вăхăтчен Элĕк районне кĕрет.
Иртнĕ ĕмĕрĕн çитмĕлмĕш çулсемчен ял çумĕнче çилармань, тата виçĕ киремет юманĕсем ларатчĕç. Халĕ ĕнтĕ çак ĕлĕклĕх палăкĕсем истори тамăкĕнче çĕтрĕç.
1774 çулхи утă уйăхĕнче Пугачев хăйĕн çарĕпе ял çывăхĕнчен иртсе кайнă. 1907 çулта çырса илнĕ асаилӳре çак вăхăтсене çапла асăннă:
"От Хирлеппсь Пугачев направился в Шуматовскую волость, между Тогач и Хирлеппоси есть большой уже высохший дуб, известный под названием в народе "Дуб 12 попов". На нем были повешены восставшими крестьянами 12 священников. Близ Хирлеппось есть "Царевна земля" (ĕмпӳ çĕрĕ). Длина этого земельного участка 3 версты, ширина 1 верста. (НА ЧНИИ, отд. 3, ед. хр. 17, л. 9).
1781 - 1782 çулсенче ирттернĕ халăх çыравĕнче çапла çырнă:
"Милюшева, при р. Хирлеп, 151 ревизских душ"
Çак çулсенче Хирлеппуç яле 19 килтен тăни паллă. 1859 çул тĕлне вара ялта 23 кил, 66 арçынпа 75 хĕрарăм пурăнни паллă, 1907 çулта — 482 çын пурăннă, 1926 çулта — 125 кил, 539 çын пурăннă.
Хирлеппуçĕнче шкул 1895 çулта уçăлнă.
[тӳрлет] Паллă çыннисем
- Платонов Анатолий Иванович — Элĕк районĕн пуçлăхĕ.
- Сапожников Геннадий Игнатьевич – тĕпчевçĕ, паразитолог, ихтиопатолог.
[тӳрлет] Çавăн пекех пăхăр
[тӳрлет] Вуламалли
- Л. И. Ефимов, "Элĕк Енĕ", Элĕк, 1994.