Семирамидăн çакăнса тăракан сачĕсем
Wikipediaри материал
Семирамидăн çакăнса тăракан сачĕсем, — «Тĕнчен çичĕ тĕлентермĕшĕ» шутне кĕрекен, Авалхи Вавилон мухтавĕ. Унăн ишĕлчĕкĕсем Багдадран 90 çухрăмра вырнаçнă. Грецири историксем çирĕплетнĕ пек, Ассири патша майри Семирамида тутарман ăна. Вĕсене каярах, Вавилон патши Навуходоносор хушнипе тутарнă. Çакăнса тăракан садсене тăватă хутлă террассăсем пек тунă. Вĕсенчен чи çӳлти 40 метра çитнĕ.
Пирĕн эрăчен 331 çулта Александр Македонский çарĕсем Вавилона тытса илнĕ. Чапа тухнă çарпуçĕ хулана хăйĕн анлă сарăлнă имперĕн тĕп хули туса хунă. Çакăнта, çакăнса тăракан садсен сулхăмĕнче вилнĕ те теççĕ Александр Македонский. Вал вилнĕ хыççăн Вавилон пĕтме пуçланă.
Çакăнса тăракан садсем Евфрата шыв илнипе арканнă.