Терентьев Юрий Петрович
Wikipediaри материал
Терентьев Юрий Петрович, — чăваш çыравçи. 1961 çулхи авăн уйăхĕн 13-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Элĕк районĕнчи Сарпăлат ялĕнче çуралнă. 1996 çулта вилнĕ.
1991 çултанпа СССР ÇП членĕ шутланать.
[тӳрлет] Пурнăçĕ
Вăтам шкула пĕтерсен 1978 çулта Элĕк районĕнчи «Ленин çулĕпе» (халĕ «Пурнăç çулĕпе») хаçат редакцийĕнче корректорта, ун хыççăн хăй çуралнă ялтах клуб ертӳçинче ĕçленĕ. 1979-1981 çулсенче çар хесметĕнче пулнă. 1982-1987 çулсенче М. В. Ломоносов ячĕллĕ Мускав патшалăх университетĕнче вĕреннĕ. Пĕр хушă Ставропольти «Молодой коммунист» ятлă çамрăк хаçатĕнче вăй хунă.
1988 çулта вăл Чăваш Ене таврăннă. Элĕк районĕнчи «Ленин çулĕпе» хаçатра ĕçленĕ. Çав çулах Шупашкара куçса килнĕ, «Капкăн» журналта ĕçлеме тытăннă: пай редакторĕ, аслă редактор, литература пайен ертӳçи, тĕп редактор çумĕ пулнă.
[тӳрлет] Ĕçĕсем
Юрий Терентьев «Кремль сакки сарлака» (1989 çулта кĕнекепе тухнă), «Чечек çыххи» (1991 çулта кĕнекепе тухнă), «Коррида, самурайсем тата анăçран тухнă хĕвел», «Çурхи тĕлĕк» повеçсен, «Амăш чĕри», «Кӳрентерчĕç», «Чăн турă», «Телей куççулĕ», «Вырăнлă парне» калавсен авторĕ.
Çавăн пекех 1990 çулта унăн «Касман Туртакассинчи чап-чап уйăхĕ» кĕнеки пичетленсе тухнă.