Чăваш Республики
Wikipediaри материал
|
|||||
![]() |
|||||
Тěп хули | Шупашкар | ||||
Лаптăкě - Пěтěмпе |
81 18 300 км² |
||||
Халăх йышě - Пěтěмпе |
41 1 346 300 патнелле(2002) |
||||
Федераллă округ | Атăлçи Федераллă Округě | ||||
Экономика регионě | Атăл-Вятка районě | ||||
Регион номерě | 21 | ||||
Патшалăх чěлхисем | вырăс, чăваш | ||||
Президент | Николай Фёдоров | ||||
Председатель кабинета министров | Сергей Гапликов | ||||
Председатель Госсовета | Михаил Михайловский | ||||
Гимн | Чăваш Ен гимнě | ||||
Вăхăт поясě | ГВ +0300 |
Чăваш Ен — Раççей Патшалăхěн Атăлçи Федераллă Округне кěрекен Республика. Тěп хули — Шупашкар. Республикăн патшалăх чěлхисем: чăваш чěлхи, вырăс чěлхи.
Чăваш Енěн пěрремěш президенчě — Федоров Николай Васильевич.
Чăваш Ен Мари Республикипе, Чулхула облаçěпе, Тутарстанпа, Мордва республикипе, Çěмпěр облаçěпе юнашар вырнаçнă.
Республика кунне çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче палăртаççĕ.
Тупмалли |
[тӳрлет] Географи
Республикăн чи çӳллĕ вырăнĕ Улатăр районĕнчи Шумы ял çывăхĕнче вырнаçнă. Çӳллĕшĕ — тинĕс шайĕнчен шутласан 271 метр.
[тӳрлет] Халăх йышĕ
1920 çулхи çырав тăрăх нумаях вăхăт кăна мар каялла туса хунă Чăваш автономлă облаçĕнче 4 хула тата 1738 ял пулнă. 805 пин çын пурăннă, вĕсенчен хула çыннисем 19, 7 пин, ял çыннисем 785,1 пин çын шутланнă. Чăвашсем 80, 5%, вырăссем 11, 5%, тутарсем 3,9%, марисем 3,6% мордвасем 0,5% шутланнă.
1989 çулхи перепись тăрах республикăра 55 тĕрлĕ халăх пурăннă. Вĕсенчен иккĕ виççĕмĕш пайĕ чăвашсем пулнă, чĕрĕкрен ытла — вырăссем:
2002 çулхи перепись тăрăх вара республикăра 106 тĕрлĕ халăх таран пурăннине палăртнă. Çавăн пекех иккĕ виççĕмĕш пайĕнчен ытларах чăвашсем, чĕрĕкрен ытла вырăссем пурăннă:
- чăвашсем - 67,69%
- вырăссем - 26,53%
- тутарсем - 2,77%
- мордвасем - 1,22%
- украинецсем — 0,49%
- марисем - 0,27%
- ыттисем - 1,03%
2005 çулхи кăрлачăн 1 валли республикăра 1299,3 пин çын пурăннă, вĕсенчен виççĕ тăваттăмĕш пайĕ патнелле (71,8%) Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хулисенче пурăннă.
[тӳрлет] Çутĕç
Пурĕ Республикăра 1062 вĕренӳ заведенийĕ. Вĕсен шутĕнче 430 шкул çулне çитмен ачасем валли, 564 шкул, 16 интернат шкулĕ, 4 ача çурчĕ, 27 професси училищи, 32 вăтам пĕлӳллĕ професси илмелли заведени, 21 аслă вĕренӳ заведенийĕ.
[тӳрлет] Хуласем
[тӳрлет] Чăваш Ен районěсем
- Вăрмар районĕ
- Вăрнар районĕ
- Елчĕк районĕ
- Етĕрне районĕ
- Йĕпреç районĕ
- Канаш районĕ
- Комсомольски районĕ
- Красноармейски районĕ
- Куславкка районĕ
- Муркаш районĕ
- Патăръел районĕ
- Пăрачкав районĕ
- Сĕнтĕрвăрри районĕ
- Çĕмĕрле районĕ
- Çĕрпӳ районĕ
- Тăвай районĕ
- Улатăр районĕ
- Хĕрлĕ Чутай районĕ
- Шăмăршă районĕ
- Шупашкар районĕ
- Элĕк районĕ
[тӳрлет] Çавăн пекех пăхăр
- Атăлçи Пăлхар
- Литература музейĕсем
- Авалхи чăваш сăвăçисемпе юрăçисем.
- Авалхи чăваш ламтайĕсем (авалхи паллă чăваш çыннисем)
- Авалхи чăваш хулисем
Раççей Патшалăхěн Атăлçи Федераллă Округě | ![]() |
---|---|
Пушкăрт Республики | Мари Эл | Мордва Республики | Тутарстан | Удмурти Республики | Чăваш Ен | Киров облаçĕ | Коми Республики | Чулхула облаçĕ | Оренбург облаçĕ | Пенза облаçĕ | Пермь облаçĕ¹ | Самар облаçĕ | Саратов облаçĕ | Чĕмпĕр облаçĕ | Коми-Пермяк автономлă округě¹ | |
¹ Референдум тăрăх Пермь облаçěпе Коми-Пермяк автономлă округě Федерацин çěнě субъекта пěрлешеççě — Пермь Енě |