Нидерланды
Wikipediaри материал
|
|||||
![]() |
|||||
Патшалăх чěлхисем | нидерланд (Фрисландире — тата фрис чĕлхи) | ||||
Тěп хула | Амстердам | ||||
Чи пысăк хула | Амстердам, Гаага, Роттердам | ||||
Патша | Беатрикс | ||||
Премьер-министр | Ян-Петер Балкененде | ||||
Лаптăкě - Пěтěмпе |
131 вырăнта 41 526 км² |
||||
Халăх йышě - Пěтěмпе (2005) - Плотность |
58 вырăнта 16 407 491 395/км² |
||||
Валюта ячě | Евро | ||||
Вăхăт поясě | ГВ +01 пуçласа +01 таран | ||||
Патшалăх гимнě | Нидерланд патшалăхĕн гимнĕ | ||||
Интернет доменě | .nl | ||||
Тел. префиксě | 31 |
Нидерланды, официаллă ячĕ Нидерланды Патшалăхĕ (нидерл. Koninkrijk der Nederlanden) — Анăç Европăри патшалăх. «Нидерланды» чăвашла куçарсан «аялти çĕр(шыв)сем» тени пулать, анчах та тӳррĕн каласан, тĕрĕсех тухмасть, мĕншĕн тесен, çак терминпа Нидерланды, Бельги тата Люксембург (пĕтĕмлетсе - Бенилюкс) çĕрĕсене палăртмалла. Нидерландăна часах Голланди теççĕ, анчах та çапла калани политика енчен тĕрĕс мар: Кăнтăр тата Çурçĕр Голланди çĕрĕсем — Нидерландăн вуникĕ облаçĕсенчен иккĕшĕ çеç. Тĕп хули - Амстердам, правительство Гаага хулинче вырнаçнă. Ытти паллă хулисем: Роттердам — çĕршывăн тата тĕнчери чи пысăк порчĕ, Утрехт — çĕршывăн чукун çулĕсен тĕпĕ тата Эйндховен.
Тупмалли |
[тӳрлет] Географи
Çыранĕсем Çурçĕр тинĕсне тухаççĕ. Çыран хĕррин вăрăммăшĕ — 451 çухрăм. Германипе тата Бельгипе юнашар вырнаçнă. Чикĕ таршшĕ 1027 çухрăм. Нидерланды — Европăра чи тăвăрлă патшалăх (темиçе карлик-çĕршыва шута илмесен). Çĕршыв Рейн, Маас тата Шельда шывĕсем тинĕсе юхса кĕнĕ çĕртре вырнаçнă. Çĕршывăн çĕрĕсенчен çурри тинĕс шайĕнчен аялларах выртать, кăнтăрта çеç çĕрсем 30 метртан ытла çӳллĕ. Айлăмсен чылайăшĕ Çурçĕр Голландинче, Кăнтăр Голландинче тата Флеволандра выртаççĕ. Тинĕс çыранĕсем дюнсенчен пулса кайнă. Вĕсен хыççăн тинĕсрен туртса илнĕ çĕрсем — польдерсем. Вĕсене дюнсем тата дамбăсемпе тинĕс шывĕсенчен сыхланă. Ун çинчен çапла калаççĕ: «Турă тинĕс тунă, голландецсем — çыранĕсене».
[тӳрлет] Халăх йышлăхĕ
Нидерландра икĕ тымар халăхĕ пурăнаççĕ — нидерландецсем тата фризсем, иммигрантсен шучĕ те чылай. нидерландецсем — 80.8% [нимĕçсем] — 2.4% индонезиецсем — 2.4% турккăсем — 2.2% суринамсем — 2.0% мороккансем — 1.9%, индиецсем — 1.5% антиллианецсем тата арубанцесем— 0.8% ыттисем — 6.0%. Тĕн енĕпе: католиксем — 30 % протестантсем — 21 % мăсăльмансем — 5,8 % индуистсем — 0,6 % ыттисем — 1,6 % нимле тĕне те тытмаççĕ — 41 % Нидерландецсем тĕнчери чи çӳллĕ çынсем: арçынсем (вăтамран) - 1,83 метр, хĕрарăмсем - 1,70 метр.
[тӳрлет] Климат
Кунта ăшă çусем — вăтам температура утăра 16—17°C. Вăтам температура кăрлачра — 2 °C майлă, континент ăшнелле сивĕрех. Хĕлле, Çĕпĕртен антициклонсем вĕрсе килсен, температура 0 °C аялла анса каять, юр ӳкет, шыв каналĕсем тата кӳлĕсем пăрпа хупланаççĕ. Çулти вăтам нӳрĕк шучĕ — 80 сантиметров, анчах та шалти çĕрсенче татах та сахалтарах.
[тӳрлет] Мелиораци
[тӳрлет] Истори
[тӳрлет] Транспорт
Лапам рельеф автомобиль çулĕсене ансат мел парать, анчах та чылайлă шывсемпе каналсем çул тунă чух йывăрлăхсем кӳреççĕ.
- Чукун çулсен вăрăммăшĕ — 2753 çухрăм (вĕсенчен 68 % электричество вăйĕпе — 1897 çм).
- Пĕтĕм вăрăммăшĕ (ч/ç тата авто) — 111 891 çм.
- Каналсен тата шывсен çулĕсен пĕтĕм вăрăммăшĕ — 5052 çм.
Çĕршывăн экономикинче паллă вырăн океан вылять, ун шывĕ тарăх нидерландецсем Европăна/Европăран чылай япала туртараççĕ. KLM Авиакомпани тĕнчери нумай маршрутсене вĕçет.
[тӳрлет] Вуламалли
- В. А. Бакир, Ю. Б. Ларионова. Нидерланды. Путеводитель. Вокруг света, 2005. 216 стр. ISBN 5-98652-011-4.
- Paul Arblaster. A History of the Low Countries. Palgrave Essential Histories Series New York: Palgrave Macmillan, 2006. 298 pp. ISBN 1-4039-4828-3.
- J. C. H. Blom and E. Lamberts, eds. History of the Low Countries (1999).
- Jonathan Israel. The Dutch Republic: Its Rise, Greatness, and Fall 1477—1806 (1995).
- J. A. Kossmann-Putto and E. H. Kossmann. The Low Countries: History of the Northern and Southern Netherlands (1987).
- Christophe de Voogd. Geschiedenis van Nederland. Arena Amsterdam, 2000. 368 pp. ISBN 90 6974 3671.
[тӳрлет] Урăх çĕртре кăтартни
- Голландири Раççей Килĕ
- БеНиЛюксри Нидерланды Форумĕ
- Нидерланды географи картти
- Нидерланды Çĕршыв çулкăтартăвĕ (вырăсла)
- FM радио из Нидерландов Радиостанци тӳрĕллĕ эфирĕ.
- Нидерланды (АВИАРОСТ Компанийĕ)
- Бельги, Нидерланды, Люксембург афишисем
- Бюро советника по с/х посольства Нидерландов в России
- Нидерланды гимнĕ, вырăсла, истори
Европа патшалăхĕсем |
---|
Австри | Албани | Андорра | Аслă Британи | Белоруси | Бельги | Болгари | Босни тата Герцеговина | Ватикан | Венгри | Германи | Греци | Дани | Ирланди | Исланди | Испани | Итали | Казахстан¹ | Латви | Литва | Лихтенштейн | Люксембург | Македони Республики | Мальта | Молдави | Монако | Нидерланды | Норвеги | Польша | Португали | Раççей¹ | Румыни | Сан-Марино | Серби | Словаки | Словени | Турци¹ | Украина | Финлянди | Франци | Хорвати | Черногори | Чех Республики | Швейцари | Швеци | Эстони |
¹ çавăн пекех Азине кĕрет |