Чăваш Енĕн Канаш районĕ
Wikipediaри материал
Канаш районĕ, — Чăваш Ен варринче вырнаçнă район, 1927 çулхи авăн уйăхĕн 27 туса хунă. Çӳрçĕр енче Çĕрпӳ тата Красноармейски районĕсемпе, хĕвелтухăç енче Вăрмар тата Тăвай районĕсемпе, кăнтăр енче Комсомольски тата Йĕпреç районĕсемпе, хĕвеланăç енче Вăрнар районĕсемпе юнашар вырнаçнă. Лаптăкĕ 981,4 км2 танлашать, çӳрçĕртен кăнтăралла 35 çухрăм, хĕвеланăç енчен хĕвелтухăç енелле 25 çухрăм сарлакăш.
Администраци Шупашкартан 84 çӳхрăмра ларакан Канаш хулинче вырнаçнă.
[тӳрлет] Халăх
1999 çул пуçламăшĕнче районта пĕтĕмпе 43,7 пин çын пурăннă. 97% — чăвашсем. Халăх плотносĕ — 1 тăваткал çухрăм çине 47 çын килет. Районта пĕтĕмпе 108 ял ларать, вĕсенче вăтамран илсен 462 çын пурăнать.
[тӳрлет] Çул-йĕр
Канаш районĕ тăрăх Чулхула-Канаш-Хусан, Канаш - Хĕрлĕ узел тата Канаш-Шупашкар чугун çулĕсем иртеççĕ. Автомобиль çулĕсем патшалăх тата республика пĕлтерĕшлисем: Çĕрпӳ-Çĕмпĕр-Сызрань (патшалăх пĕлтерĕшлĕ), Вăрнар-Канаш-Улатăр; Шихазан-Çĕмĕрле; Канаш-Шупашкар (республика пĕлтерĕшлĕ). Ку çулсем тăрăх районăн шалти тата айкри экономика хутшăнăвĕсем иртеççĕ.
[тӳрлет] Паллă çыннисем
- Асамат Светлана Васильевна, - сăвăç, кĕвĕçĕ.
- Иванова Лидия Михайловна, - çыравçă.
- Максимов Николай Николаевич, - çыравçă.
- Маяксем Леонид Александрович, - прозаик.
- Миттов Анатолий Иванович
- Мышкина Альбина Федоровна, - çыравçă.
- Николаев Николай Николаевич
- Николаев Юрий Николаевич
- Павлов Сергей Лукиянович, - çыравçă, тăлмач.
- Скворцов Михаил Иванович
- Чичканов Петр Николаевич, çыравçă, живописец.
Чăваш Ен районěсем | |
---|---|
Вăрмар районĕ | Вăрнар районĕ | Елчĕк районĕ | Етĕрне районĕ | Йĕпреç районĕ | Канаш районĕ | Комсомольски районĕ | Красноармейски районĕ | Куславкка районĕ | Муркаш районĕ | Патăръел районĕ | Пăрачкав районĕ | Сĕнтĕрвăрри районĕ | Çĕмĕрле районĕ | Çĕрпӳ районĕ | Тăвай районĕ | Улатăр районĕ | Хĕрлĕ Чутай районĕ | Шăмăршă районĕ | Шупашкар районĕ | Элĕк районĕ |