Чăваш Енĕн Пăрачкав районĕ
Wikipediaри материал
Пăрачкав районĕ, — Чăваш Енĕн кăнтăр-хĕвеланăç енче вырнаçнă район. Район администрациĕ Шупашкартан 150 çухрăмра ларакан Пăрачкав салинче вырнаçнă. Район лаптăкĕ 1116,9 км2 танлашать, ку вăл республикăн 6,1%.
Пăрачкав районĕн чикки Чулхула облаçĕпе Мордва Республикин çумĕпе иртет. Çавăн пекех Пăрачкав районĕпе юнашар Çĕмĕрле, Йĕпреç тата Улатăр районĕсем вырнаçнă.
[тӳрлет] Çутçанталăк
Район чăваш платоĕ çинче вырнаçнă. Чи çӳллĕ вырăн районăн кăнтăр-хĕвеланăç енче тинĕс шайĕнчен 243 метр çӳллĕшĕнче вырнаçнă. Çĕр айĕнчи пурлăхсенчен кунта торф, керамика япалисене кăларма юрăхлă суглиноксем, кирпĕч тума юрăхлă тăмсем, стройкăсенче усă куракан хăйăр, доломитсем пур.
Районĕн тĕп юханшывĕ — Сĕве. Сĕве района икĕ пая пайлать. Сĕве хĕрринче нумай кӳлĕ пур.
[тӳрлет] Халăх йышĕ
1999 çул пуçламăшĕнче районта 18,6 пин ял çынни пурăннă. 1 тăваткал çухрăм çине 15,1 çын çеç килет. 74% — вырăссем, 21% — мордва халăхĕсем шутланаççĕ. Ытти халăхсем сайра тĕл пулаççĕ. Районта пурĕ 39 ял, вăтамран вĕсенче 493 çын пурăнать.
[тӳрлет] Паллă çыннисем
- Алатырцев Владимир Иванович, вырăс çыравçи.
- Бусыгин Николай Иванович, сăвăç.
- Викторов Юрий Васильевич, график, искуствовед.
- Воронов Василий Дмитриевич, живописец.
- Жакова Вера Николаевна, çыравçă.
- Ильина Валентина Александровна, çыравçă, сăвăç, тăлмач.
- Каракачков Николай Прокопьевич, живописец.
- Краснов Иван Георгиевич, сăвăç, çар журналисчĕ.
- Куторкин Андрей Дмитриевич, мордва çыравçи.
- Лебедев Константин Васильевич, вырăс çыравçи.
- Мишутин Николай Степанович, прозаик.
- Мухин Василий Петрович, хор дирижёрĕ, вĕрентекен.
- Пиняев Иван Данилович, сăвăç, прозаик, критик.
Чăваш Ен районěсем | |
---|---|
Вăрмар районĕ | Вăрнар районĕ | Елчĕк районĕ | Етĕрне районĕ | Йĕпреç районĕ | Канаш районĕ | Комсомольски районĕ | Красноармейски районĕ | Куславкка районĕ | Муркаш районĕ | Патăръел районĕ | Пăрачкав районĕ | Сĕнтĕрвăрри районĕ | Çĕмĕрле районĕ | Çĕрпӳ районĕ | Тăвай районĕ | Улатăр районĕ | Хĕрлĕ Чутай районĕ | Шăмăршă районĕ | Шупашкар районĕ | Элĕк районĕ |