Библи
Википедири материал
Библи, — Христианлăх тĕнĕн кĕнеки. Библине кĕнĕ текстсене Çывăхри Хĕвелтухăçра 15 ĕмĕр хушши пухнă. Библи кенеки иудаизмра тата христианлăхра тĕн саккунĕсен кĕнеки шутланать.
Библи икĕ пайран тăрать. Пĕрремĕш пайĕ «Авалхи Килĕшӳ» ятлă (вăл иудейсен Танах ятлă), иккĕмĕшĕ — «Çĕнĕ Килĕшӳ» ятлă. Пĕрремĕш пайне пирĕн эрăччен çырнă текстсем кĕнĕ. Вĕсене авалхи еврей чĕлхипе çырнă пулнă. Пурĕ перремеш пайне 39 кенеке кĕнĕ. Иккĕмĕш пайне пирĕн эрăн I-II ĕмĕрте çырнă текстсем кĕреççĕ. Ку çырăвсем христансемшĕн чи пахаллăхлисем шутланаççĕ. Чăвашла Библи çинчен информаци кунта тупма пултаратăр: biblechuv.narod.ru
[тӳрлет] Çавăн пекех пăхăр
- Иисус Христос
- Христианлăх
- Чиркӳ
- Христиан