Финн чĕлхи
Wikipediaри материал
Финн чěлхи (финла - suomen kieli [суомен киели]) — финн-угор ушкăнне кěрекен чěлхе. Финн сыпăкне тытăмлать. Финляндире швед чěлхипе пěрле патшалăх чěлхи шутланать. Калаçакан хисепě - 5 млн яхăн. Финн чěлхи нумай вырăнти калаçуран тăрать. Диалект хисепě вунна яхăн. Вěсем икě тěп пая пайланаççě: анăç тата тухăç калаçăвěсем.
Хальхи литература чĕлхи XIX ĕмĕр пуçламăшěнче йěркеленнě. Фонетика тěлěшěнчен уçă сасă тěрлěлěхěпе тата тăтăшлăхěпе палăрса тăрать: 8 монофтонг, 8 вăрăм монофтонг тата 16 дифтонг. Янравлă хупă сасăсем тěпрен илсен ют чěлхерен йышăннă лексикăра тěл пулаççě. Сибилянтран [с] фонема кăна тěл пулать. Пусăм пуçламăш сыпăка туртăнать. Грамматика енчен несěл категорийě çуккине палăртмалла. Пěтěмпе 15 падеж. Подлежищипе определени килěшěвě аталаннă. Камăнлăх категорийě уйăраççě. Синтаксисě нимěç-акăлчан чěлхинни евěр. Çав вăхăтрах хабио-глагол çуккипе палăрса тăрать.
ISO 639 стандарчěнче ку чěлхен кочěсем: fi, fin.
[тӳрлет] Чăваш чěлхипе çыхăнăвě
Чăваш чěлхипе çыхăнура пулман. Çавах вăл е ку пěр пеклěх пуррине асăнмалла. Тěслěхрен, ыйту парасси ятарлă татăк пулăшнипе пулса пырать. Кам ыйтупа çын кăна ыйтăнать, чěр чун таврашěн ыйтăвě - мěн. Сайра-хутра пěр пек сăмах тěл пулать: humala [хумала] хăмла, jumala [йумала] юмăç (финла: турă), voima [войма] вăй, "pirtti" [пиртти] пӳрт т. ыт. те. Ахăртнех, ку чăвашпа юнашар пурăнакан ирçе-çармăс витěмěпе пулăннă пěр пеклěх.
[тӳрлет] Тěпчекенсем
Чăваш чěлхине тěпченě тата хальхи вăхăтра тěпчекен финн чěлхеçисем: М. А. Кастрен, А. Альквист, Х. Паасонен, Ю. Вихманн, М. Рясянен, Г.-Й. Рамстедт, Й. Луутонен, А. Мойсио тата ыттисем
Финн-угр чĕлхисем | |||
Угр | венгр | ханты | манси | ||
пермь | коми | коми-пермь | удмурт | ||
атăлçи финн | мари | ирçе | мăкшă | меря† | мещер† | муром† | ||
саами | аккала саами† | инари саами | кеми саами† | килдин саами | луле саами | çурçĕр саами | пите саами | скольт саами | кăнтăр саами | тер саами | уме саами | ||
балтика-финн | эстони | финн | ингр | карели | квен | лив | люд | меянкиели | кăнтăр эстони | вепс | водь | выро † — çухалнă чĕлхесем |